Вторник, 13 октября

Ача сачӗ 55 ҫулта

Ача сачӗ 55 ҫулта

Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Рябинушка» ача сачӗ 55 ҫул тултарнӑ. Ҫакна халалласа ирттернӗ уява ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем, ача садӗнче вӑй хуракансем йышлӑн хутшӑннӑ.

Мероприятие хаклӑ хӑнасем те килсе ҫитнӗ, ҫав шутра: округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, пӗтӗм Раҫҫейри вӗренӳ профсоюзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ В.Г.Макарова, округри ача сачӗсенче тӑрӑшакансем, ача садӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ ветерансем.

Уяв концертӗнче ачасемпе воспитательсем чуна пырса тивекен юрӑсем шӑрантарнӑ, хаваслӑ ташӑсемпе кӑмӑла хӑпартлантарнӑ, сӑвӑсем каланӑ. Ачасене тивӗҫлӗ воспитани парас тесе кашни кун тӑрӑшакан, вӗсемшӗн иккӗмӗш анне пулса тӑракан ӗҫченсене юбилейлӑ мероприятире тимлӗхсӗр хӑварман. Э.Ф.Акшовӑна, А.А.Никифоровӑна, Г.А.Смирнова вӗренӳ пайӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. А.А.Никифорова тата Н.В.Кокорева — округ пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине, А.А.Афки тата И.М.Буланцова Пӗтӗм Раҫҫейри вӗренӳ профсоюзӗн вырӑнти уйрӑмӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Л.А.Оленевӑна, Н.А.Красновӑна, С.В.Козловӑна, И.А.Андреевӑна РФ халӑх вӗренӗвӗн тата ӑслӑлӑх ӗҫченӗсен профсоюзӗн Чӑваш республика организацийӗн Комитечӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Чаплӑ уяв ырӑ самантсемпе асра юлӗ. Ача сачӗн коллективӗн вара малашлӑхра — ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем. Юбилейпе саламласа эпир вӗсене ҫутӑ пуласлӑх сунатпӑр. Ача-пӑчан хаваслӑ кулли сирӗн патра яланах янӑратӑр, кашни ушкӑнрах ӑшӑ та хӑтлӑ пултӑр. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *