Сӑмахӑм Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан Елизаветӑпа Тихон Башкировсен ҫемйи ҫинчен.
Тихон Тихонович Башкиров Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче 1942 ҫулхи июлӗн 20-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Ҫемьере вӑл 5 пӗртӑвантан — виҫҫӗмӗш. Ашшӗпе амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ. Тихон 4 класс тӑван ялӗнче, малалла Хырай Ӗнел шкулӗнче вӗреннӗ. 7 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ. 1960 ҫулта ялтан 3 ҫамрӑка Оренбург облаҫне тракториста вӗренме янӑ. Вӗсен йышне Тихон Тихонович та лекнӗ. Тракториста вӗренсе тухсан тӑван ялта ӗҫлеме пикеннӗ.
1964 ҫулта кӳршӗ ялта, Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче, хӑйӗн телейне тупнӑ, Лизӑпа пӗрлешнӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнма пуҫлать. Ҫур ҫултанах Тихон Тихоновича салтака илсе каяҫҫӗ. 3 ҫул хушши Узбекистанра сывлӑш-десант ҫарӗсен ретӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑл.
Ҫамрӑк хӗрарӑма, паллах, ҫӑмӑл пулман ҫак ҫулсенче. Ӑна хавхалантарса, пулӑшса пыраканӗсем Тихонӑн ашшӗпе амӑшӗ пулнӑ. Вӗсене Елизавета Ивановна ырӑ сӑмахпа ҫеҫ аса илет. Салтакран таврӑнсан Тихон мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозра тракторпа ӗҫлет. Ял хуҫалӑх производствине механизацилес, техникӑпа тухӑҫлӑ уса курас тӗлӗшпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑшӑн тата ял хуҫалӑх производствинче ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн пултаруллӑ тракториста Чӑваш АССР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ механизаторӗн ятне панӑ. Пенси ҫулне ҫитсен те сӗт турттаракан пулса тӑрӑшнӑ Тихон Тихонович.
Елизавета Ивановна тӗрлӗ ӗҫсенче вӑй хунӑ, арман та авӑртнӑ, 2 ҫул хушши торф кӑларнӑ ҫӗре ҫӳренӗ, колхоз ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ, сысна, вӑкӑр пӑхакан пулнӑ. Вӑрлӑх имҫамлас ҫӗрте те ӗҫленӗ, сывлӑхне хӗрхенсе тӑман. Ачасем тутӑ та питӗ пулччӑр тесе нумай вӑй хунӑ. Колхоз ӗҫӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Елизавета Ивановнӑна та чылай Тав хучӗ, хаклӑ парнесем парса хавхалантарнӑ.
«Ӗмӗр ӗмӗрлесси уй урлӑ каҫасси мар. 60 ҫул хушшинче тем те курнӑ, анчах пурпӗр ырри ҫеҫ аса килет», — тесе сӑмахне малалла тӑсать Елизавета Ивановна.
Хисеплӗ мӑшӑр 1 хӗрпе 4 ывӑл ҫуратса, тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстернӗ. 4 ывӑлӗ те салтак ретне тӑма тивӗҫлӗ пулнӑ.
Ҫынна ырӑ тӑвакан хӑй те ырӑ куракан, тенӗ ваттисем. Тихон Тихоновичпа Елизавета Ивановна паянхи кун ял халӑхӗшӗн те, ачисемшӗн те ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Ҫӑва тухсан ҫырла-кӑмпана кайма, тӗрлӗрен эмел курӑкӗ пуҫтарма ухата хисеплӗ мӑшӑр. Елизавета Ивановна 85 ҫул тултарнӑ пулсан та хӑяр-помидорне те, компотне те хӑех хупать, ҫӑм арласа чӑлха-нуски те ҫыхать. Кил-тӗрӗшре те яланах тирпей хуҫаланать вӗсен. Хӗле кӗрсен вара Тихон Тихонович йӗлтӗр сырса вӑрманта уҫӑлса ҫӳреме, ҫанталӑк илемӗпе киленме килӗштерет.
Пӗр-пӗрне хисеплесе пурӑнакан мӑшӑр хӑйсен телейне ачисенче курать. Кашнинех вӗсем кирлӗ сӗнӳ-канаш парса, пурнӑҫ ҫулӗпе тӗрӗс утма хавхалантарса, вӗрентсе пыраҫҫӗ. Халӗ вӗсен 8 мӑнук тата 3 мӑнмӑнук. Ачисемпе мӑнукӗсем хисеплени, юратни — ҫакӑ мар-и вара вӑл чӑн-чӑн телей!
Тихон Тихонович, Елизавета Ивановна, сире татах та нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр. Ҫывӑх, сире ырӑ сунакан ҫыннӑрсен юратӑвӗпе тимлӗхӗ сире куллен хавхалану парса тӑтӑр. Сирӗн кӑмӑл пуянлӑхӗпе чун ӑшши, ҫын хушшинчи хисепӗр нихӑҫан та ан ик- сӗлччӗр.
Валентина Потапова.

