Вторник, 13 октября

Халӑх паттӑрлӑхне манас марччӗ

«Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ ноябрӗн 12-мӗшӗнче хӑйӗн пултарулӑх сезонне уҫрӗ. Вӑл РФ Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент служби ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗнче пӗрремӗш тӗлпулу ирттерчӗ. Фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем совет халӑхӗ Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти йӗркелерӗҫ. 

Ансамбле хутшӑнакансем халӑхӑн вӑрҫӑ ҫулӗсенчи йывӑр пурнӑҫне сӑнлакан чуна пырса тивекен сценка хатӗрленӗ. Унта ҫав хаяр тапхӑрти ҫухатусем ҫинчен сӳтсе явни те, ӗмӗт-шанчӑкпа малашлӑха пӑхни те, халӑхӑн ҫирӗплӗхӗ те сӑнарланнӑ. Хутшӑну центрне ҫӳрекенсем вырӑнти артистсен ӑсталӑхӗпе  кӑмӑлласах паллашрӗҫ, куҫҫульленчӗҫ те. 

«Вӑрҫӑ — фронтри ҫапӑҫусем ҫеҫ мар, вӑл чи малтан тылри хӗрарӑмсемпе ачасен, ватӑ ҫынсен вӗҫӗ-хӗррисӗр, халтан яракан йывӑр ӗҫӗ. Вӑл вӑхӑтра выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнса, ҫывӑрса тӑранмасӑр, хӑйсем ҫинчен манса кайса фронта пулӑшассишӗн ӗҫленӗ ҫынсем, ҫывӑх ҫыннисене ыррӑн-сыввӑн кӗтсе илме ӗмӗтленнӗ. Хуйха-суйха юрӑ-ташӑпа пусарнӑ. Кӳршӗсем, ял-йыш пӗр-пӗрне пулӑшма, сӑмахпа хавхалантарма та манман. Шӑп ҫакна питӗ ӗнентерӳллӗн кӑтартса пачӗҫ те пире «Каҫал» фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем»,  — терӗҫ куракансем хӑйсен шухӑшӗсене палӑртса. 

«Пирӗн тӗллев — тылри халӑх тахҫантанпа кӗтнӗ ҫӗнтерӗве ҫывхартса хӑйӗн ӗҫӗпе фронта мӗнле пулӑшнине каласа, кӑтартса парасси. Пирӗн астӑвӑм — мӑн асаттемӗрсене хисеплени, тав туни. Кун пек синкерлӗх текех ан пултӑр тесен Ҫӗнтерӗве мӗнле хакпа тунине пурин те асра тытмалла. Паянхи кун та лару-тӑру лӑпкӑ мар, Донбасра, Курск облаҫӗнче вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ ялкӑшать. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тесе пӗтӗм халӑх тӑрӑшать. Акӑ, эсир те хӳтӗлев сеткисем, чӑлхасем ҫыхса, дронсене хирӗҫле утиялсем ҫӗлесе ҫав тери пысӑк, сӑваплӑ ӗҫ тӑватӑр», — терӗ программӑна ертсе пыракан Елена Воронова. Унӑн вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ сӑввине куракансем тимлесе итлерӗҫ.

Ноябрӗн 14-мӗшӗнче вара «Каҫал» халӑх фольклор ушкӑнӗ Хырай Ӗнел ялӗнчи волонтерсем патне ҫитсе хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ, ял ҫыннисем вӗсене ӑшшӑн йышӑнчӗҫ, юрӑ-ташӑпа хавхалантарнӑшӑн тав турӗҫ.  

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *