Ҫемье ҫавӑрма ҫӑмӑл, упраса хӑварма йывӑр, теҫҫӗ халӑхра. Шел пулин те, чылай ҫемье хӑвӑрт арканать. Пӗр-пӗрне итлеме тата илтме вӗренекенсем ҫеҫ ҫемьере килӗштерсе телейлӗ пурӑнаҫҫӗ. Ылтӑн туй — нумай ҫул хушшинчи пӗрлехи ҫӑмӑл мар ӗҫӗн ҫимӗҫӗ. Вӑл мӑшӑрӑн 50 ҫул иртсен те сӳнмен юратӑвне кӑтартать. Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗнче Дубовка ялӗнче пурӑнакан Боровковсем ылтӑн туйне уявларӗҫ.
Валентина Филипповнӑпа Владимир Николаевичшӑн 1974 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗ яланлӑхах асра юлнӑ — ҫак кун вӗсем ҫемье чӑмӑртанӑ. Мӑшӑр Дубовкӑри кирпӗч заводӗнче паллашнӑ. Валентина унта ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче, Владимир Германири служба хыҫҫӑн ӗҫленӗ. Боровковсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗрре курса пӗр-пӗрне юратнӑ. «Кашни ҫемьери пекех 50 ҫул хушшинче савӑнӑҫӗ те, кулянӑвӗ те пулнӑ, анчах асра чи ҫутӑ та ӑшӑ самантсем юлнӑ. Чӗрере вара — пӗрле ирттернӗ ҫулсемшӗн пӗр-пӗрне тав туни», — каласа парать ҫемье пуҫӗ.
35 ҫул ытла мӑшӑр юратнӑ ӗҫре вӑй хунӑ. Владимир Николаевич — водитель, сварка ӗҫӗсен мастерӗ, ДОСААФра, Дубовкӑри кирпӗч заводӗнче, Комсомольскинчи МСОра ӗҫленӗ. Валентина Филипповна 18 ҫултан пуҫласа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Комсомольски тӗп больницинче медрегистраторта тӑрӑшнӑ. Юбилярсен альбомӗнче ырми-канми ӗҫӗшӗн панӑ Тав ҫырӑвӗсем, Дипломсем, грамотӑсем, хисеп паллисем нумай. Вӗсем иккӗшӗ те «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Ӗҫленӗ чухнехи вӑхӑта аса илсе вӗсем коллектив ҫинчен ӑшшӑн каласа параҫҫӗ, ӗҫри ҫеҫ мар, ялти, килти хуҫалӑхри ӗҫсене ӑшшӑн аса илеҫҫӗ.
Юбилярсем тивӗҫлӗ канура тунсӑхласа лармаҫҫӗ. Вӗсем пысӑк хуҫалӑх тытаҫҫӗ, качака, кролик усраҫҫӗ, пахчара тӑрмашаҫҫӗ. Ҫулла вӑрмана ҫырлана е кӑмпана ҫӳреҫҫӗ, пулла каяҫҫӗ. Хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма тухаҫҫӗ. Валентина Филипповна Дубовкӑри библиотека ҫумӗнчи кружок ӗҫне хастаррӑн хутшӑнать. Ҫавӑн пекех вӑл ал ӗҫӗ тума питӗ кӑмӑллать. Ӑшӑ чӑлха-нуски, тӗрлӗ тӗслӗ минтерсем ҫыхасси — уншӑн чун киленӗҫӗ.
Боровковсем икӗ хӗр — Любовь тата Галина — ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсем иккӗшӗ те аслӑ пӗлӳллӗ, тӑван округра ӗҫлеҫҫӗ. Паянхи кун юбилярсем 5 мӑнукӗпе савӑнаҫҫӗ. Чи асли Артем — педагог, Шупашкарта ӗҫлет. Роман — МЧС офицерӗ, Дон ҫинчи Ростов хулинче службӑра тӑрать. Ангелинӑпа Мария Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче «пиллӗк» паллӑсемпе ҫеҫ вӗренеҫҫӗ. Чи кӗҫӗнни Глеб иккӗмӗш класра пӗлӳ илет.
Боровковсен мӑнмӑнуксем те пур — Ильяпа Михаил. Кукамӑшпе кукашшӗ мӑнукӗсене курма яланах хавас, вӗсене сӗнӳ-канашпа пулӑшма та хатӗр.
Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнрине ыйтсан Валентина Филипповна ӑшӑ йӑл кулӑпа ҫапла хуравлать: «Чи кирли — пӗр-пӗрне шанма, ӑнланма, кирлӗ чух каҫарма вӗренни. Килти сӑмах-юмаха ҫын ҫине кӑлармалла мар, ачасемпе мӑнуксемшӗн тӗслӗх пулма тӑрӑшмалла».
Юратупа ӑнлану сире, хисеплӗ юбилярсем!
Мария МАМУТКИНА.

