Вторник, 13 октября

Патшалӑх пулӑшӑвӗпе ҫӗнӗ цех уҫнӑ

Аш-какай продукцине туянас текенсем яланах йышлӑ. Анчах та выльӑх усракан хуҫалӑхсем чылай чухне ку продукцие туянас текен патне тӳррӗн ҫитереймеҫҫӗ, мӗншӗн тесен какайпа ӗҫлемелли цехсем уҫасси хака ларать. Ҫакна шута илсе нумаях пулмасть пирӗн округра «Триумф-Агро» ЯХПКра аш-какайпа ӗҫлекен ятарлӑ цех уҫнӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса комбинатӑн ҫуртне хӑпартнӑ, производство линийӗсем, сивӗтмӗшсем, сӗтелсем вырнаҫтарнӑ, ӗҫре кирлӗ хатӗрсем туяннӑ.

 «Республика Пуҫлӑхӗ продукципе тарӑннӑн ӗҫлемелли тӗллев лартнӑ. Унччен эпир питӗ нумай чӗр тавара — сӗте, аш-какая, пахча ҫимӗҫе — чӗрӗллех ытти регионсене ӑсатнӑ, ҫапла хушма хака тата ӗҫ вырӑнӗсене ҫухатнӑ. Халӗ Чӑваш Енре халӑхран тата фермерсенчен чӗр тавар пуҫтаракан, централизациленӗ мелпе унпа ӗҫлекен, хатӗрленӗ продукцие чӗркесе магазинсене ӑсатакан агрегатор-предприятисем тума пуҫларӑмӑр. Пахча ҫимӗҫпе тата сӗтпе ҫакӑн пек ярӑмсем ӗҫлеҫҫӗ те ӗнтӗ. Паян аш-какай енӗпе те агрегатор уҫӑлчӗ», — палӑртнӑ ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.

Ҫак пысӑк ӗҫе пурнӑҫлама патшалӑх нумай пулӑшнӑ. «Триумф-Агро» кооператив конкурс витӗр тухса 40 миллион тенке тивӗҫнӗ. Предприяти ертӳҫи Ранис Сафиуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ аш-какай комбинатӗнче талӑкра 5-шер тонна какайран продукци хатӗрлеҫҫӗ. Малашне ку кӑтартӑва 10 тонна таран  ӳстерме планлаҫҫӗ. Ҫакна пурнӑҫа кӗртсе тата 20 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ уҫӗҫ. Ҫавӑн пекех планра — «Чӑваш Енре тунӑ» брендпа рынока тухасси.

Маларах палӑртнӑ тӑрӑх, тавара туянакансем сеть магазинӗсем тата обществӑлла апатлану предприятийӗсем пулӗҫ.

Дина АБУЛХАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *