Ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашнӑ

Ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашнӑ

ЧР Наци библиотеки августӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 23-мӗшӗччен «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑк кӗнеки — 2023» фестиваль-конкурс ирттернӗ. Унӑн тӗллевӗ — кӗнеке вуласси ҫине тимлӗх уйӑрасси.

Фестиваль-конкурспа килӗшӳллӗн Кӗҫӗн Каҫалти ял библиотекинче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен — 2023» кӗнеке выставки йӗркеленӗ. Библиотекӑна ҫӳрекенсем конкурсӑн тӗллевӗсемпе тата ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашнӑ. Вӗсем Н.Царыгинан «Ҫил-тӑманлӑ ӗмӗт» тата Н.Евдокимовӑн «Ҫулсем-йӗрсем» кӗнекисен уйрӑм сыпӑкӗсене вуланӑ. Килте вулама кӗнекесем те суйланӑ.

Ҫак фестивальпе килӗшӳллӗн Шурут ял библиотекинче те пӗлтӗр пичетленсе тухнӑ кӗнекесен выставкине йӗркеленӗ. Библиотекарь вулакансемпе пӗрле А.Афанасьевӑн «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» романне  сӳтсе явнӑ. Ҫак кӗнекере автор пӗртӑван Ҫӗпритунпа Ҫимунӑн пурнӑҫне сӑнласа парать. Ашшӗ-амӑшне кулак тесе вӗсене ҫемйипех Ҫӗпӗре ӑсатнӑ пулнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӗсем каялла таврӑнаҫҫӗ те ашшӗ-амӑшӗн ылтӑнне шырама пуҫлаҫҫӗ. Ҫимун ылтӑна тупса танксем туянма ярать, мӗншӗн тесен унӑн ачисем фронтра ҫапӑҫаҫҫӗ.

Вулакансем кӗнекепе интересленсех паллашнӑ, автор чуна пырса тивмелле ҫырнине палӑртнӑ. 

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *