Четверг, 21 ноября

«Вӑҫрӑ ачисене» пулӑшаҫҫӗ

«Вӑҫрӑ ачисене» пулӑшаҫҫӗ

Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулӗ тӗлне республикӑри «вӑрҫӑ ачисем» валли пӗр хутчен уйӑракан тӳлев пӑхса хунӑ.

Ҫак пуҫарӑва ҫӗршывӑн хӑш-пӗр регионӗсенче ырланӑ. Вӑл шутра Чӑваш Енре те.

Республикӑра вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫуралнӑ 42 пин ҫын пурӑнать. Хальхи вӑхӑтра вӗсене килне пырсах тӗрлӗ енлӗн пулӑшаҫҫӗ. Интерната вырнаҫма та, сывлӑха ҫирӗплетмелли центра путевка илме те черет кӗтмелле мар.

2021 ҫултанпа ҫак категорие кӗрекенсене коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсемшӗн тӳлесе тӑкакланӑ укҫан 24 процентне тавӑрса параҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *