Четверг, 21 ноября

Аттепе пӗрле хаваслӑ

Аттепе пӗрле хаваслӑ

Кашни арҫыннӑн пурнӑҫӗнчи чи яваплӑ та кирлӗ ӗҫсенчен пӗри — лайӑх атте пуласси. Ашшӗн ывӑлӗшӗн тӗслӗх, хӗрӗшӗн ырӑ асамҫӑ пулма пӗлмелле. Ҫемьере вӑл пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртса октябрӗн виҫҫӗмӗш вырсарнику- нӗнче эпир Ашшӗсен кунне уявлатпӑр. Кӑҫал та муниципаллӑ округри ялсенче ҫак уява халалласа хаваслӑ мероприятисем ирттернӗ.

Октябрӗн 20-мӗшӗнче Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче Ашшӗсен кунне халалласа литературӑпа вӑйӑ сехечӗ йӗркеленӗ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче культура ӗҫченӗсем уява пуҫтарӑннӑ ашшӗсене ӑшшӑн саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх, телей суннӑ. Унтан конкурса хутшӑнакансем пилӗк тематика лапамӗнче тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫланӑ. «Интеллектуалы» викторинӑра ашшӗсем хӑйсем тарӑн пӗлӳллӗ, анлӑ тавракурӑмлӑ пулнине кӑтартса панӑ. Ташӑ конкурсӗнче тата «Караоке» конкурсра вӗсем юрра-ташша ӑста пулни палӑрнӑ. Ҫавӑн пекех пуҫтарӑннисем тӗрлӗ вӑйӑсем вылянӑ, ҫаврӑнӑҫулӑхпа ҫивӗчлӗхне кӑтартнӑ.

Хирти Мӑнтӑрти культура ҫуртӗнче те Ашшӗсен кунне хаваслӑн уявланӑ. Мероприятие хутшӑнакансем уяв ӑҫтан пуҫланса кайнине, аттесем ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсене аса илнӗ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шыранӑ. Унтан «Тӗл перекенсем», «Аттен пулӑшуҫи», «Пулӑра» тата ытти хаваслӑ вӑйӑсенче тупӑшнӑ. Ашшӗсем хӑйсем чи шанчӑклисем, хаваслисем, пултаруллисем пулнине кӑтартса панӑ. Ҫемьепе пӗрле уявра савӑнса пурте кӑмӑллӑ юлнӑ.

Нӗркеҫри культура ҫуртӗн-че вара ашшӗсене халалласа шашка турнирӗ ирттернӗ. Хӗрӳ тупӑшура арҫынсем хушшинче Алексей Волков мала тухнӑ. Михаил Кузнецовпа Павел Иванов иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Хӗрарӑмсем те айккинче юлман. Елизавета Волкова турнирӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Сирена Максимова — иккӗмӗш вырӑна, Антонина Яковлевӑпа Валентина Яковлева виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *