Октябрӗн 12-мӗшӗ округри предприятисенче, учрежденисенче тата администрацире ӗҫлекенсемшӗн чӑннипех те ырӑ иртен пуҫланнӑ. Ӗҫченсем ир-ирех ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне пуҫтарӑннӑ. Кунта пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗр» физкультурӑпа спорт комплексӗн фестивалӗ иртнӗ.
Пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ӑшшӑн саламланӑ, лайӑх кӑтартусем туса ГТОн ылтӑн паллине тивӗҫме суннӑ.
Фестивале пухӑннисем тӗрлӗ хӑнӑхтарусем туса хӑйсен вӑйне, ҫивӗчлӗхне, тӳсӗмлӗхне, кӗлетке пиҫӗлӗхне тӗрӗсленӗ, нормативсене тӗпе хурса лайӑх кӑтартусем патне ӑнтӑлнӑ.
Аса илтеретпӗр, ГТО комплексӗ «Демографи» наци проектне кӗрекен «Спорт — пурнӑҫ норми» федераллӑ проектӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать. Проектӑн тӗп тӗллевӗ — куллен физкультура тӑвакан ҫынсен шутне 2030 ҫул тӗлне 70 процента таран ҫитересси. Унпа килӗшӳллӗн ҫитӗннисем ҫеҫ мар, ачасем те тӗрлӗ спорт хӑнӑхтарӑвӗсем туса хӑйсен вӑйне тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.
(ХАМӐР ИНФ.).