Вторник, 22 октября

Ырӑ ят – ӗмӗрлӗх

Ырӑ ят – ӗмӗрлӗх

Октябрӗн 10-мӗшӗнче муниципаллӑ округ администрацийӗн ларусен залӗнче 1991—1995 ҫулсенче ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен Комсомольски районӗнчи Канашӗн председателӗ пулнӑ Леонид Андреевич Драндров ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа мероприяти ирттерчӗҫ.

Унта муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Леонид Драндровӑн ачисемпе мӑнукӗсем, унпа пӗрле ӗҫленисем, ӗҫпе вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата право сыхлавӗн органӗсен ветеранӗсен Канашӗн Президиум членӗсем, Комсомольскинчи ветерансен пуҫламӑш организацийӗсен Канашӗсен председателӗсем хутшӑнчӗҫ. 

Мероприятие округри ветерансен Канашӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев уҫрӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Чи малтанах пуҫтарӑннисем Леонид Драндрова асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Унтан районти тӗп библиотекӑн библиотекарӗ Валентина Боровкова Л.Драндровӑн пурнӑҫӗ тата ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ, «Комсомольски округӗн паллӑ ҫыннисем» презентаципе паллаштарчӗ. Унта ҫемье архивӗнчи кивӗ сӑн ӳкерчӗксене те курма май пулчӗ.

Драндровсен йӑхӗ Тутар Республикинчи Аслӑ Терпит ялӗнчен тухнӑ. Леонид Андреевич ҫак ялта 1924 ҫулхи октябрӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ, каярахпа Комсомольскинче пурӑннӑ. Вӑл Патӑрьелӗнчи педагогика училищине, Горькинчи КПСС обкомӗ ҫумӗнчи виҫӗ ҫуллӑх парти шкулне, ЦК КПСС ҫумӗнчи Аслӑ парти шкулне пӗтернӗ.

Тӗрлӗ ҫулсенче колхозра, Урмаел шкулӗнче учительте, райӗҫтӑвкомӑн кадрсен секторӗн заведующийӗнче, ВЛКСМ райкомӗн пай заведующийӗнче, пропагандистра, КПСС райкомӗн инструкторӗнче, МТС партбюровӗн секретарӗнче, «Заветы Ильича» колхозӑн председате- лӗнче, халӑха йӗркелесе пуҫтаракан тата куҫаракан уполномоченнӑйра тӑрӑшнӑ. Пирӗн района Патӑрьел районӗпе пӗрлештерсен Канашри ял хуҫалӑх производство управленийӗн парткомӗн инспектор-парторганизаторӗнче вӑй хунӑ. Комсомольски районне ҫӗнӗрен туса хурсан КПСС райкомӗн иккӗмӗш секретарӗнче, райплан председателӗнче, ял хуҫалӑх таварӗсене хатӗрлессипе ӗҫлекен тӗп патшалӑх инспекторӗнче, «Комсомольская» МСОра кадровикре ӗҫленӗ. Вӑл райсовет депутачӗ, КПСС райкомӗн членӗ пулнӑ. 1991—1995 ҫулсенче Комсомольскинчи ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен районти организацине ертсе пынӑ. Ӑна районти ветерансен Канашӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ, медальсемпе тата Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Унӑн мӑшӑрне Анна Тимофеевна Драндровӑна, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникне, пирӗн районта пурӑнакансен темиҫе ӑрӑвӗ тав сӑмахӗсемпе аса илет. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗн 43 ҫулне районти тӗп больницӑра ӗҫлесе ирттернӗ.

Анна Тимофеевнӑпа Леонид Андреевич маттур ывӑлсем ҫуратса  ӳстернӗ. Асли Герольд Леонидович Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче спорт дисциплинисен кафедрин заведующийӗнче ӗҫлет, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, РАЕ академикӗ, 400 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Вӑл ертсе пынипе 32 кандидат диссертацийӗ хатӗрлесе хӳтӗленӗ. Унӑн ывӑлӗ Сергей Герольдович Мускавра пурӑнать, «Профсоюзы-ТV» телепрограммӑн тӗп редакторӗнче ӗҫлет. Юлашки ҫулсенче вӑл темиҫе хутчен те Комсомольскинчен Патӑрьел тата Елчӗк округӗсен территорийӗсем тӑрӑх профсоюзсен активисчӗсен велочупӑвне йӗркеленӗ.

Иккӗмӗш ывӑлӗ, Геннадий Леонидович — Чӑваш Енри паллӑ акушер-гинеколог, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, медицина службин майорӗ. Вӑл Шупашкарта перинатал центрӗ тӑвас, унта ача ҫуратмалли уйрӑм уҫас ӗҫе те хӑйӗн тӳпине хывнӑ. Геннадий Леонидович «Сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ», «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ», «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ» ятсене тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл «Общественное признание — 2012» конкурсра «Ҫулталӑк ҫынни» номинацире мала тухнӑ. Унӑн виҫӗ ачи те ашшӗнчен тӗслӗх илсе пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин Герольд тата Геннадий Драндровсене «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе чысларӗ, хӑйсен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе район ятне чапа кӑларнӑшӑн тав турӗ.

Малалла мероприятие хутшӑнакан З.К.Артюшкина, В.В. Гаврилов, И.Х.Миннетуллин, Н.С.Минуллин, П.В.Лапшин, Н.И.Кисапов, З.В.Каринкина, В.И.Пундяков, Ю.С.Тимофеев, Герольдпа Геннадий Драндровсем хӑйсен аса илӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Кама Леонид Драндровпа пӗрле ӗҫлеме тӳр килнӗ, вӗсем ӑна тарӑн пӗлӳллӗ, хисеплӗ, ҫирӗп ыйтакан ертӳҫӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пек пӗлеҫҫӗ.

Тӗлпулу ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Герольдпа Геннадий Драндровсем вӗсен ашшӗ ячӗпе мероприяти йӗркеленӗшӗн пурне те тав турӗҫ. Леонид Драндров пек ҫынсем хӑйсем хыҫҫӑн ӗмӗрлӗхе ырӑ ят хӑварнине палӑртма кӑмӑллӑ. Юлашкинчен мероприятие хутшӑнакансем асӑнмалӑх сӑн  ӳкерттерчӗҫ.

Юрий Тимофеев. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *