Вторник, 22 октября

Театр тӗнчи илӗртӳллӗ

Театр тӗнчи илӗртӳллӗ

Нумаях пулмасть Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче шкул театрӗсен «АСАМ» республика фестивалӗн муниципалитетри тапхӑрӗ иртнӗ. Фестивале Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Экологи культурин ҫулталӑкне халалланӑ.

Унта 16 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑнса тӗрлӗ жанрлӑ миниатюрӑсем кӑтартнӑ, ҫав шутра пуҫтарӑннисем халӑх юмахӗсенчен пуҫласа драмӑлла постановкӑсем таранах курса савӑннӑ.

Фестивальте Хирти Явӑш вӑтам шкулӗн «Мерчен» театр коллективӗ (ертӳҫи — И.Н.Комиссарова) ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн «Дебют» команди (ертӳҫисем — Э.В.Мурзаева тата О.Ю.Павлова) тата Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн «Первые» ҫамрӑксен театрӗ» (ертӳҫисем — А.Н.Артемьева тата П.В.Родионов). Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн «Росток» коллективӗ (ертӳҫи — Л.В.Хораськина) тата Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗн «Юные таланты» театр коллективӗ (ертӳҫи — Л.Н.Владимирова).

«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире Дарья Красновӑна (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире Арсений Исаева (Хырхӗрри тӗп шкулӗ) чысланӑ.

Фестивале хутшӑнакансене пурне те дипломсем парса хавхалантарнӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫи — «Мерчен» коллектив — республика тапхӑрӗнче округ чысне хӳтӗлӗ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *