Вторник, 22 октября

Пулӑшу яланах вырӑнлӑ

Пулӑшу яланах вырӑнлӑ

Иртнӗ шӑматкун округра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем патне черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Грузовике дронсенчен хӳтӗленме пулӑшакан утиялсемпе, плащсемпе, пахча ҫимӗҫпе тата ытти кирлӗ япаласемпе тултарнӑ. Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансем хӳтӗлевҫӗсем валли тушенка хатӗрлесе парса янӑ.

Хӳтӗленмелли утиялсем ҫӗлес ӗҫ округра малалла пырать. Ҫакӑн пек хатӗрсем ҫӗлесе пама ыйтакан салтаксем тата та йышлӑ. Ҫавӑнпа та, камӑн май пур, ку ӗҫе хутшӑнма васкӑр.

Ҫитес кунсенче Запорожье облаҫне гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатма палӑртнӑ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе тата та йышлӑн хутшӑнсан аван пулмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *