Республикӑра 2023 ҫултанпа тин ҫуралнӑ ачасене парне параҫҫӗ.
Ку таранччен унта тӗрленӗ вырӑн таврашӗсем, ал шӑлли, «Чӑваш Енри халӑхсен юмахӗсем» кӗнеке тата саламлӑ открытка кӗнӗ. Ку уйӑхран вара комплекта ҫӗнӗ япаласемпе пуянлатнӑ: тетте тата медицина термометрӗ кӗртнӗ. Палӑртмалла, ҫакӑн пек парнесене паянхи кун тӗлне 239 пепке тивӗҫнӗ.