Ҫак кунсенче округра йӑлана кӗнӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Кун йӗркинче ҫак ыйтусем пулнӑ: йӑлари хытӑ каяшсене турттарса тухассине пахалӑхлӑ йӗркелесси, Комсомольски муниципаллӑ округӗн кӑҫалхи 9 уйӑхри социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑвӗ, вырма ӗҫӗсен пӗтӗмлетӗвӗ.
Чи малтанах пуҫтарӑннисем ялсенчен йӑлари хытӑ каяшсене турттарса тухассине кирлӗ пек йӗркелесси тавра калаҫнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлакан организаци куллен тӑрӑшать, апла пулин те ҫӳп-ҫап контейнерӗсем ытлашшипех тулса кайнӑ тӗслӗхсем пулаҫҫех. Унсӑр пуҫне контейнерсем ҫывӑхне йывӑҫ-турат, пахча ҫимӗҫ аврисем тата ытти тӗрлӗ ҫӳп-ҫап тултарса хуракансем те пур. Кун пек туни вырӑнсӑр.
Муниципаллӑ округ администрацийӗн экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Фарад Зейнетдинов округӑн социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑвӗпе паллаштарнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, администраци наци проекчӗсене, патшалӑх тата муниципалитет программисене пурнӑҫласа пырас енӗпе нумай ӗҫлет. Кӑҫал 6 ҫамрӑк ҫемьене ҫурт-йӗр туянма пулӑшакан свидетельствӑсем панӑ. Унсӑр пуҫне тӑлӑх е ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 4 ачана пурӗ 11,92 миллион тенкӗлӗх ҫурт-йӗр туянмалли сертификат панӑ. 5 тата ытларах ача ҫитӗнтерекен 4 ҫемьене те пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пулӑшнӑ. «Хула хутлӑхӗ» программӑпа килӗшӳллӗн Комсомольски центрне хӑтлӑлатас енӗпе кӑҫаллӑха палӑртнӑ ӗҫсене пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ, нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене те планпа килӗшӳллӗн тирпей-илем кӗртнӗ. Округра «Пуҫаруллӑ бюджетировани» программӑпа усӑ курса чылай ӗҫ пурнӑҫланать. Кӑҫал пурӗ 23,33 миллион тенкӗлӗх 28 проекта пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Ку енӗпе ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.
Кун йӗркинчи виҫҫӗмӗш ыйтӑва та тӗплӗн сӳтсе явнӑ. Округра вырма ӗҫӗсем вӗҫленнӗ. Пурӗ 12352 гектар ҫинчен 34238 тонна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем пуҫтарса кӗртнӗ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 27,7 центнерпа танлашнӑ. Округри хуҫалӑхсем «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 649 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ, 19191 тонна тухӑҫ илнӗ. Пахча ҫимӗҫсене кӑҫал 69 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ, 3232 тонна продукци пуҫтарса кӗртнӗ.
Информкунра муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин Элпуҫӗнчи культура ҫуртне ҫитсе капиталлӑ юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе те паллашнӑ. Кунта подрядчик ҫурта никӗс тавра ҫӗнетнӗ, шалти стенасене вӑйлатнӑ, штукатурка тунӑ, чӳречесене ылмаштарнӑ, струппилсене вӑйлатнӑ тата ытти ӗҫсене пурнӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра культура ҫуртне кӗмелли площадкӑна ӑсталаҫҫӗ.
«Ялти клуб ҫуртне пахалӑхлӑн юсамалла, вӑл ял ҫыннисене нумай ҫул савӑнтартӑр», —палӑртнӑ Николай Никандрович строительсен ӗҫне хакласа.
Наталья КАЛАШНИКОВА.