Четверг, 21 ноября

Ача усрава илекенсене пулӑшу кӳреҫҫӗ

Ача усрава илекенсене пулӑшу кӳреҫҫӗ

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче ачана воспитани пама илнӗ 140 ҫемье пӗр хутчен паракан тӳлеве тивӗҫнӗ. Ку тӗллев валли Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ 44,3 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.

Ачана ҫемьене воспитание илнӗшӗн паракан тӳлевпе усрава илекенсем, опекунсем, попечительсем усӑ курма пултараҫҫӗ. Вӗсем Раҫҫей гражданӗсем пулмалла, Раҫҫей территорийӗнче пурӑнмалла.

«Тӳлев — ҫирӗплетнӗ виҫеллӗ. Чӑваш Енре вӑл 24604,30 тенкӗпе танлашать. Енчен те ҫемье тӳ-рех темиҫе ачана воспитани пама илнӗ пулсан, тӳлеве кашни ачашӑн параҫҫӗ. 7 ҫултан аслӑрах, инвалидноҫлӑ е пӗртӑван ачасене хӑвӑр ача пек ҫыртарнӑшӑн кашни ачашӑн 187996,90 тенкӗ илме пулать», — палӑртнӑ Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пыракан Валерий Николаев.

Ҫак тӳлеве илес текенсен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче, е Социаллӑ фонд уйрӑмӗн клиент службинче, е нумай функциллӗ центрта заявлени ҫырмалла. Енчен те ачана хӑвӑрӑнни пек ҫыртарнӑ пулсан ҫакна ҫирӗплетекен суд йышӑнӑвӗ кирлӗ. Ытти документсене Социаллӑ фонд ӗҫченӗсем хӑйсемех тӗрлӗ органсемпе организацисенчен ыйтса илеҫҫӗ.

Заявление ачана усрава е опекӑна илнӗ хыҫҫӑн 6 уйӑхра ҫырмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *