Четверг, 21 ноября

Атте пурри- чи пысӑк пуянлӑх

Атте пурри- чи пысӑк пуянлӑх

Атте. Мӗнле пӗлтерӗшлӗ те ӑшӑ сӑмах! 

Вӑл сана ӑнланать, кирлӗ канаш парать. Ман шутпа, ашшӗпе хӗрӗн ҫыхӑнӑвӗ вӑйлӑрах, ҫирӗпрех. Ҫавӑнпа та паян эпӗ хамӑн атте ҫинчен каласа парасшӑн тата ӑна ҫитес Аттесен кунӗпе саламласшӑн.

Манӑн аттене Андрей Николаевич Миронов тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл Йӑлмахва ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫуркунне аллӑ ҫул тултарчӗ. Анчах та халь те вӑл вун саккӑрти каччӑ пекех курӑнать. Ҫавӑн пекех вӑйлӑ, хастар, ҫирӗп. Кӑн-кӑвак куҫлӑскер, ҫап-ҫутӑ сӑнлӑ. Пӗчӗкренпех вӑл ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, пиччӗшсене нумай пулӑшнӑ. Атте ҫемьере чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл салтакран килсессӗн хулана пурӑнма куҫман, ватӑлнӑ ашшӗпе амӑшне пӑхнӑ, выльӑх-чӗрлӗх усранӑ.

Каярахпа атте хӑйне чӑн-чӑн килӗшекен ӗҫ тупнӑ. Вӑл тӗрлӗ  хуласенче ҫав тери илемлӗ те чаплӑ ҫуртсем тӑвать. Хӗлле те, ҫулла та вӑл пӗр канми ӗҫлет, пирӗншӗн тӑрӑшать. Мӗнле кӑна хулара пулман-ши атте! Халӗ вара вӑл Хусанта вӑй хурать. Час-часах атте пире тӗрлӗ сӑн ӳкерчӗксем ярса парать, чертежсем пирки ӑнлантарать. Атте математикӑпа физика енчен вӑйлӑрах, пӗчӗкренпех ҫак предметсемпе кӑсӑкланать. Ҫавӑнпа та пире йывӑртарах пулсассӑн, уншӑн вара вӑл ним те мар. Ҫуртӑн планне вӑл темиҫе минут хушшинчех ӑнланса илет. Атте чӑннипех ылтӑн алӑллӑ. Ҫакна эпӗ кӑна мар, унпа пӗрле ӗҫлекенсем те час-часах калаҫҫӗ. Ҫамрӑкраххисем вара унран вӗренеҫҫӗ, ӑна хисеплеҫҫӗ.

Эпир кӑна мар, ялти ачасем те пирӗн аттене питӗ юратаҫҫӗ, футбол выляма та чӗнеҫҫӗ. Атте ӗҫре кӑна мар, килте те ӑста. Мӗн те пулин ҫӗнни тума, хитрелетме питӗ юратать, ҫӗмрӗлнине юсасах тӑрать. Ялти ҫынсем те унран час-часах пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Манӑн атте ырӑ кӑмӑллӑ, ҫынна пулӑшма пултарнишӗн питӗ савӑнать. Унӑн тараватлӑхӗпе вашаватлӑхӗ хӑйӗн патне туртаҫҫӗ. Ҫавӑнпа пулӗ унӑн ҫав тери нумай юлташ.

Таса чунлисем патне ҫын кӑна мар, чӗр чун та туртӑнни пирки калаҫҫӗ. Ҫак сӑмахра тӗрӗслӗх пур пек туйӑнать, мӗншӗн тесен атте кушаксене, йытӑсене питӗ юратать. Пӗррехинче атте пахчара ӗҫленӗ чухне йытта асӑрхарӗ. Питӗ хӑрарӗ чӗр чун пирӗнтен. Атте ӑна ҫитерчӗ, темиҫе кун хушшинче алла вӗрентрӗ. Йытӑ унран кӑна хӑрамастчӗ, ӑна ҫеҫ ачашлаттаратчӗ. Кайран вара пирӗн пата та хӑнӑхса ҫитрӗ. Ним те мар пек, анчах та пӗрех кӑтартуллӑ япала.

Паллах, пурнӑҫра йывӑр самантсем те пулаҫҫӗ. Эпир хӑш-пӗр чухне аттепе пӗр- пӗрне илтместпӗр, ӑнланмастпӑр. Анчах та эпӗ пӗлетӗп: вӑл мана ҫавӑн пекех вӑйлӑ юратать, лайӑххине ҫеҫ сунать. Хӑш-пӗр чухне пирӗн сӑн ӳкерчӗксем ҫине (уйрӑмах вӑл пире аннепе ача ҫуратмалли ҫуртран кӗтсе илнӗ чухнехисене) пӑхатӑп та вӑл унта ҫав тери савӑнӑҫлӑ пулнине куратӑп. Ҫиленсессӗн эпӗ часах ҫакна аса илетӗп те каҫару ыйтатӑп.

Атте — маншӑн ырӑ тӗслӗх, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн умне тӗллев лартсассӑн пӗрех ӑна пурнӑҫлама пултарать. Унсӑр пуҫне пире пӗрмаях пулӑшать, чуна ӑшӑ сӑмахпа сиплет. Эпӗ пӗрмаях асра тытатӑп: тискер чӗр чун тухать-и ман ума е тӗнче ванма пуҫлать — атте ҫеҫ мана хӳтӗлеме пултарать. Унӑн илемлӗ сасси куҫҫуле чарать, вӑйлӑ аллисем ыталасан вара чун лӑпланать. Эпӗ сӑн-сӑпатпа та кӑмӑлпа та ун ҫине пӑхнишӗн питӗ хавас, мӗншӗн тесен ӑна питӗ юрататӑп, вӑл пурришӗн Турра тав тӑватӑп.

Екатерина Миронова.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *