Владимир Андреевӑн «Ачалӑх сӑввисем» кӗнеки кун ҫути курчӗ

Владимир Андреевӑн «Ачалӑх сӑввисем» кӗнеки кун ҫути курчӗ

Ачалӑха халалласа сӑвӑ-калав шӑрҫаламан ҫыравҫӑ ҫук-тӑр. Тин кӑна Чӑваш кӗнеке издательствинчен Владимир Андреевӑн «Ачалӑх сӑввисем» кӑларӑмӗ пичетленсе тухрӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 500 экземпляр. Чӑваш поэзийӗпе кӑсӑкланакансем Владимир Юрьевичӑн сӑввисене социаллӑ тетелте асӑрханах ӗнтӗ. Пултаруллӑ поэт вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсене те чӑвашла куҫарать. 2022 ҫулта унӑн пӗрремӗш кӗнеки – «Ура утать – ҫул юлать» – кун ҫути курнӑччӗ. Авторӑн тепӗр «ҫимӗҫӗ» те библиотекӑсемпе лавккасене кӗҫех ҫитӗ.

Ҫӗнӗ кӑларӑма кӗнӗ ача-пӑча сӑввисенчен нумайӑшӗ – вӗрентекенсемпе ача сачӗн воспитателӗсем ыйтнипе е шкулта, садикра ирттерекен тӗрлӗ уяв-конкурс валли ятарласа ҫырнӑскерсем. Вӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарса уйрӑм кӗнекен кӑларас шухӑш та ҫакӑнтанах ҫуралнӑ Владимир Юрьевичӑн – кулленхи ӗҫре ал айӗнче кунашкал сӑвӑ пуххи яланах кирлӗ. Кунта ҫавӑн пекех халӑхра анлӑ сарӑлнӑ вырӑс сӑввисен чӑвашла куҫарӑвӗсене кӗртнӗ, Александр Пушкинӑн «Тинӗс кукрин юманӗ симӗс», «Пуппа Палта ҫинчен хывнӑ юмах», Сергей Есенинӑн «Юхӑ юр», «Шурӑ хурӑн», «Тырӑ вырнӑ, ҫулҫӑ ӳкнӗ» т. ыт.те. Светлана Гордеевӑн «Хӑнасем» тата «Кушакпа шӑши» хайлавӗсене те чӑвашлатнӑ В. Андреев.

Тематикине кура автор хӑй сӑввисене уйрӑм ярӑмсене пӗрлештернӗ. «Эпӗ – пӗчӗкҫӗ чӑваш» ятлинче ҫывӑх ҫынсем, ҫемье, ача садӗнчи тата шкулти пулӑмсем, кулленхи ӗҫ-хӗл ҫинчен калакан сӑвӑсемпе паллашма пулать. Тӗслӗхрен:

Эх, чиперскер, хитрескер,

Ҫӗр мӑкӑртса тухнӑскер,

Карҫинккана лекнӗскер,

Шыва кӗрсе тухнӑскер,

Мӑн хуранта пиҫнӗскер,

Ҫатмара ташланӑскер,

Питӗ-питӗ тутлӑскер!

Ку ахаль сӑвӑ мар, тупмалли юмах таӗ Ачан тавҫӑрулӑхне, сӑнарлӑ шухӑшлавне аталантарма пулӑшать.

«Ҫулталӑк вӑхӑчӗсем» ярӑмра кӗркуннепе хӗллене, ҫуркуннепе ҫуллана сӑнлакан хайлавсене пухнӑ. Кӗрхи куна акӑ еплерех курать лирика харкамҫи:

Вӗлтӗр-вӗлтӗр, вӗл-вӗл-вӗл –

Савӑнать халь ылтӑн кӗр.

Таш ташлаҫҫӗ ачисем –

Хӗрлӗ, сарӑ ҫулҫӑсем.

Кунтах Ҫӗнӗ ҫул, Сурхурипе Ҫӑварни ҫинчен вуласа пӗлме май пур.

«Чӗрчунсен тӗнчи» ярӑмра автор килти тата тискер чӗрчунсене, вӗҫен кайӑксене тимлӗх уйӑрнӑ. «Кампур» ятлине вулар-ха:

Сӑнчӑрта тӑрать Кампур,

Ун та хӑйӗн ӗҫӗ пур:

Вӑл сыхлать ман кил-ҫурта,

Нихӑҫан кӗртмест юта.

«Кукша ҫнчен хывнӑ юмахра» тавҫӑруллӑ Кукша ҫинчен сӑмах пырать. Пӗррехинче вӑл хулана ӗҫ шырама тухса утать. Хайхискер ҫул хӗрринче пӗчӗкҫеҫ старика, тунката ҫинче лараканскерне, тӗл пулать, унпа вашават пуплет. Ватӑ ҫын хӑйне ырӑ тунине манмасть, Кукшана парнесемпе савӑнтарас тет. Ылтӑн-кӗмӗл япаласем илӗртмеҫҫӗ тӗп сӑнара. Уншӑн мӑка пуртӑ, кукӑр ҫурла темле мулран та пахарах. Старик тата пуҫ тури халаллать. Ку япаласем малашне шутсӑр кирлӗ пуласса ӑҫтан пӗлӗн-ха? Вуланӑҫемӗн йӑлт паллӑ пулать. Усал та чее вӑйсемпе самай кӗрешме тивӗ Кукшан. Аптраманлӑхӗпе, ҫаврӑнӑҫулӑхӗпе, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе вӑл Александр Пушкинӑн Палтине аса илтерет. Ӑна хирӗҫ тӑракан хуҫа вара вырӑс поэчӗн пупӗнчен нимпе те кая мар.

Кӗнеке авторӗ ҫинчен те тӗплӗнрех калас килет. Владимир Юрьевич Андреев 1963 ҫулхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑӗ 1970–1981 ҫулсенче Хутарти вӑтам шкулта вӗреннӗ. Кайран Шупашкарти 19-мӗш училищӗре пӗлӳ пухнӑ, тракторсем тӑвакан заводра ӗҫленӗ. Салтакран килнӗ хыҫҫӑн 1985 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хатӗрлев, кайран чӑваш чӗлхин уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Ҫав ҫултах Ҫӗмӗрле районӗнчи «Малалла» хаҫатра тӑлмачӑ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, кунтах унӑн пӗрремӗш сӑвви-калавӗ пичетленнӗ. Университетра вӗреннӗ вӑхӑтрах В. Андреев Хӗрлӗ Чутайри, Ҫӗрпӳри район хаҫачӗсенче тӑлмачӑ, корреспондет, яваплӑ секретарь пулса вӑй хунӑ, унӑн сӑввисем республикӑра тухса тӑракан тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленнӗ. Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн 1992 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме пуҫланӑӗ 1994 ҫултан пуҫласа шкул ертӳҫин ӗҫне кӳлӗннӗ.

«Ачалӑх сӑввисем» кӗнекене автор юлашки ҫирӗм ҫул хушшинче ҫырнӑ тата куҫарнӑ хайлавсене кӗртнӗ. Вӗсем ачасемшӗн те, ҫитӗннисемшӗн те интереслӗ, усӑллӑ пуласса шанатпӑр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *