Четверг, 24 октября

Ҫемьесене пулӑшу кӳреҫҫӗ

Ҫемьесене пулӑшу кӳреҫҫӗ

Комсомольскинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта ҫемьене тата ачасене пулӑшу паракан уйрӑм пур. Кӑҫалхи январь — сентябрь уйӑхӗсенче унта ӗҫлекенсем ачаллӑ ҫемьесене 1919 хут пулӑшу кӳнӗ.

Специалистсем час-часах ҫул ҫитменнисемпе право, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе тата сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен калаҫусем ирттереҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗсене ҫитсе вӑл е ку ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, ҫемьесен пурӑнмалли условийӗсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗсем ку уйрӑма ачаллӑ ҫемьесем мӗнле социаллӑ пулӑшу мерисемпе усӑ курма пултарни ҫинчен ыйтса пӗлме те пыраҫҫӗ. Кӑҫал 333 ҫынпа ҫакӑн пек консультаци ирттернӗ.

Хӑш-пӗр чухне ашшӗ-амӑшӗ сем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курмалли заявление тӗрӗс параймаҫҫӗ. Кун пек чухне те центрӑн специалисчӗсем вӗсене хаваспах пулӑшаҫҫӗ, заявлени памалли йӗркене ӑнлантарса параҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫеҫ специалистсем патне ҫакнашкал ыйтупа Урмаелӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм килнӗ. Вӑл шкул форми туянма пӗр хутчен паракан тӳлеве илме заявление ниепле те хӑй тӗллӗн ярса парайман. Социаллӑ ӗҫчен документсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ЧР Социаллӑ порталӗ урлӑ заявление яма пулӑшнӑ.

«Сирӗн учреждени пурришӗн эпӗ питӗ хавас. Эсир ҫемьесене яланах пулӑшма хатӗр, эпир вара пулӑшу ыйтмалли вырӑн пурришӗн савӑнатпӑр. Кунта сӑмахпа та, ӗҫпе те пулӑшаҫҫӗ. Тавтапуҫ сире», — пытарман савӑнӑҫне ача амӑшӗ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *