Четверг, 24 октября

Ҫар ҫыннисемпе тӗл пулнӑ

Ҫар ҫыннисемпе тӗл пулнӑ

Октябрӗн 7-мӗшӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан, хальхи вӑхӑтра отпуска килнӗ ентешсемпе тӗлпулу ирттернӗ.

«Афганец» тата «Сынок» хушма ятсем илнӗ салтаксемпе укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси, йӑлари условисем, пурлӑхпа техника, гуманитари пулӑшӑвӗ тата ытти ыйту тавра калаҫнӑ.

Николай Никандрович ентешсене активлӑ граждӑнла позицишӗн, Тӑван ҫӗршывшӑн тивӗҫлӗн службӑра  тӑнӑшӑн тав тунӑ. Эпир, округ ҫыннисем, вӗсене яланах пулӑшма хатӗр пулнине палӑртнӑ, часрах ҫӗнтерӳпе киле таврӑнма суннӑ.

Палӑртса хӑвармалла: мобилизациленӗ салтаксемпе тата контрактниксемпе тӗлпулусем ирттересси — пирӗн округри йӑлана кӗнӗ ырӑ пулӑм. Вӗсем ҫапӑҫусем пыракан вырӑнсенчи лару-тӑрӑва, салтаксене паянхи кун мӗн кирлине пӗлме пулӑшаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *