Четверг, 24 октября

Учитель, яту сан мухтавлӑ

Учитель, яту сан мухтавлӑ

Октябрь уйӑхӗ ырӑ та ӑшӑ уявсемпе пуян. Тин ҫеҫ аслӑ ӳсӗмрисене Ваттисен кунӗ ячӗпе саламласа пуян ӑс-хакӑлӗшӗн тав турӑмӑр, акӑ Учительсен кунӗ те ҫитрӗ. Ҫак кун вӗрентекенсем тетрадь ҫӗклемӗсемпе мар, чечек ҫыххисемпе килӗсене утаҫҫӗ.

Районти культура ҫуртӗнче уява пуҫтарӑннӑ педагогсене вӗренекенсем алӑкранах шкул юррисемпе, тав сӑмахӗсемпе кӗтсе илнӗ. Мероприятире учительсене ҫеҫ мар, ача сачӗсенче ӗҫлекенсене те иртнӗ професси уявӗ ячӗпе саламланӑ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламласа учитель профессийӗн пысӑк пӗлтерӗшӗ ҫинчен каланӑ, малалла та профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ. Тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ педагогсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысланӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн хими учительне Рена Автономовӑна, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн кӗҫӗн классен учительне Елена Антоновӑна, Тукай Мишер вӑтам шкулӗн акӑлчан чӗлхи учительне Гузель Хайртдиновӑна «Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ тата воспитани сферин хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑпа наградӑланӑ. Хырхӗрри тӗп шкулӗн кӗҫӗн классен учителӗ Любовь Лепешкина, «Радуга» ача сачӗн воспитателӗ Татьяна Саванина ЧР Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех вӗренӳ тытӑмӗнче нумай ҫул вӑй хуракансене, тӗрлӗ ҫитӗнӳсем туса палӑрнисене муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе, округ 85 ҫул тултарнине халалланӑ медальсемпе чысланӑ. 

Мероприятире професси конкурсӗсенче мала тухнисене те наградӑланӑ. Округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова пирӗн округра чи маттур та тӑрӑшуллӑ педагогсем пулнине палӑртса «Ҫулталӑк учителӗ», «Самый классный классный», «Ҫулталӑк воспитателӗ», «Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх учителӗ», «Социаллӑ педагог» конкурссен призерӗсемпе ҫӗнтерӳҫисене сцена ҫине йыхравланӑ. 

Шкул ачисен пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин регион шайӗнчи тапхӑрӗн призерӗсене хатӗрленӗ учительсене: Нежеметдин Сахрова (Урмаел вӑтам шкулӗ), Алексей Тихонова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Надия Ахметзяновӑна (Урмаел вӑтам шкулӗ) 10 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Тутар чӗлхипе литературин регионсем хушшинчи олимпиадин призерӗсемпе ҫӗнтерӳҫисене хатӗрленӗ Рамиля Мезитова (Чӗчкен тӗп шкулӗ) тата Дина Гималтдинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) та сертификатсене тивӗҫнӗ.

Ҫак кун учительсемпе воспитательсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем ячӗпе нумай ӑшӑ сӑмах янӑранӑ, пуҫтарӑннисем чаплӑ концерт курса савӑннӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *