Четверг, 24 октября

Педагог-ветерансем — тӗлпулура

Педагог-ветерансем — тӗлпулура

Интереслӗ, ҫынсем мӗншӗн учитель профессине суйлаҫҫӗ-ши? Ку ыйту ҫине вӗсем тӗрлӗрен хуравлаҫҫӗ. Пӗрисем ачасене вӗрентме ӗмӗтленнӗ, теприсем учительтен тӗслӗх илнӗ, виҫҫӗмӗшсем ахальтен кӑна вӗрентекен пулма шутланӑ. Ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗрсе вӗсем чӑн-чӑн Учительсем пулса тӑнӑ. Вӗсем халӗ те хӑйсен кашни вӗренекенне юратаҫҫӗ, асра тытаҫҫӗ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанаҫҫӗ, вӗсен мӗн те пулин мая килмесен пӗрле пӑшӑрханаҫҫӗ.

Октябрӗн 8-мӗшӗнче пирӗн шкулта педагогика ӗҫӗн ветеранӗсемпе: Рева Игнатьевна Чемешевӑпа тата Анна Тимофеевна Ежергинапа тӗлпулу иртрӗ. Педагог-ветерансем ачасене мӗншӗн вӗсем ҫак ӗҫе суйлани ҫинчен каласа пачӗҫ. Вӗренекенсем шкул пурнӑҫӗнчи историсене интересленсех итлерӗҫ, ыйтусем пачӗҫ.

Рева Игнатьевна тата Анна Тимофеевна аслӑ классенче вӗренекенсемпе «Пушкинӑн ҫутӑ ячӗ» темӑпа уҫӑ урок та ирттерчӗҫ. Рева Игнатьевна юратнӑ поэчӗн А.С.Пушкинӑн нумай сӑввине пӑхмасӑр, такӑнмасӑр каласа пурне те тӗлӗнтерчӗ.

Хырай Ӗнел шкулӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтсем ҫинчен педагогсем уйрӑмах ӑшшӑн каласа параҫҫӗ. Рева Игнатьевна хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленӗ Татьяна Герасимовнӑна, Анна Осиповнӑна, Анфиса Ильиничнана, Герман Гавриловича тата ытти педагогсене ырӑ сӑмахсемпе аса илчӗ.

Тӗлпулура вӑхӑт иртни сисӗнмерӗ те. Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем ветеран-педагогсене ҫирӗп сывлӑх тата  иксӗлми вӑй-хал сунчӗҫ.

Рева Игнатьевнӑпа Анна Тимофеевнӑна кӑмӑллӑ та интереслӗ тӗлпулушӑн пысӑк тав!

Светлана Петрова,

социаллӑ педагог.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *