Воскресенье, 6 октября

Ӑмӑртура – малтисем

Ӑмӑртура – малтисем

Пӗтӗм тӗнчери Ваттисен кунӗ умӗн, сентябрӗн 28-мӗшӗнче  Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам 1-мӗш вӑтам шкулӗнче культурӑпа спорт фестивалӗ иртрӗ. «Ветерансем чунпа ватӑлмаҫҫӗ» фестивале Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Патӑрьел командисем тата Комсомольскинчи аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрне ҫӳрекенсем хутшӑнчӗҫ. Ӑна Раҫҫейри пенсионерсен союзне туса хунӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Программӑра спорт ӑмӑртӑвӗсем тата пултарулӑх коллективӗсен юрри-ташшисем пулчӗҫ. Пирӗн команда пур енӗпе те пултаруллӑ пулнине кӑтартса пачӗ. 200 метрлӑ дистанцие Вячеслав Лаврушкин (арҫынсем хушшинче) тата Галина Гаврилова (хӗрарӑмсем хушшинче) чи малтан чупса тухма вӑй ҫитерчӗҫ. Пневматика винтовкинчен тӗл перессинче те пирӗн округӑн спортсменӗсем чи маттуррисем пулчӗҫ, ку енӗпе Татьяна Волкова тата Валерий Волков иккӗшӗ те пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.   Дартс вӑййинче Антонина Мироновӑпа Владимир Гаврилова ҫитекен пулмарӗ. Пӗрлештернӗ эстафетӑра та пирӗн ветерансем дистанцие чи малтан парӑнтарчӗҫ. Боулингра Людмила Васильева иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртусен пӗтӗмлетнӗ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх пирӗн округӑн команди фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ, ветерансем чӑннипех те яланах чунпа ҫамрӑк пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ.

Спортсменсем ӑмӑртнӑ хыҫҫӑн шкулӑн акт залӗнче культура пайӗ иртрӗ. Унта пирӗн округран «Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекен ветерансем В.Г.Федорова, С.Г.Ильина, Е.П.Васильева, Л.В.Васильева, Л.Н.Симендеева, Л.Н.Карзакова, Г.В.Быкова, Л.В.Петрова илемлӗ юрӑсем юрласа савӑнтарчӗҫ.

Василий ПУНДЯКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *