Воскресенье, 6 октября

Учитель профессийӗ чуна ҫывӑх

Учитель профессийӗ чуна ҫывӑх

Професси суйланӑ чухне эпир хамӑрӑн шухӑш-кӑмӑла, аслисем вӗрентсе каланине шута илетпӗр, хӑш сфера ытларах илӗртни ҫине тимлӗх уйӑратпӑр. Хӑш-пӗр ҫемьере вара професси ӑруран ӑрӑва куҫса пырать тесе калама та пулать. Ашшӗ е амӑшӗ хӑйӗн профессине чунтан юратнине мӗн  пӗчӗкрен курса ӳссе ачисем те ҫак ҫулах суйлаҫҫӗ, ҫапла тӗлӗнмелле династисем пулса каяҫҫӗ.

Асанкасси вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхине тата литературине Елена Лазарева вӗрентет. Вӑл ҫавӑн пекех директорӑн вӗренӳ тата воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ те. Елена Николаевна ку профессие айккинчен килсе лекмен. Унӑн амӑшӗ те, кукамӑшӗ те, тата ытти нумай тӑванӗ те — педагогсем.

«Пирӗн ҫемьере «учитель» сӑмах час-часах илтӗнекен сӑмахсенчен пӗриччӗ. Эпӗ ача чухне пӗр-пӗр уява тӑвансем пӗрле пуҫтарӑнни педсовета аса илтеретчӗ. Пур калаҫусем те шкул, вӗренекенсем, выпускниксем тавраччӗ. Ачалӑха аса илсе ун чухнех учитель профессийӗ маншӑн питӗ ҫывӑх пулнине ӑнланатӑп», — каласа парать Елена Лазарева (хӗр чухнехи Боровкова).

Боровковсен ҫемйинче учительсен пилӗк ӑрӑвӗ пулнӑ. Вӗсен педагогикӑри пӗтӗмӗшле стажӗ 700 ҫула яхӑн. Династин пуҫламӑшӗнче патша ҫарӗн унтер-офицерӗпе Павел Пчеловпа унӑн мӑшӑрӗ Анастасия Молоствова тӑраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ҫуртӗнче ялти ачасене хутла вӗрентнӗ. Пчеловсене кулак тесе Самарканд хулине те ӑсатнӑ пулнӑ.

Елена Николаевнӑн кукамӑшӗ Мария Павловна Валетова (Пчелова) Хирти Мӑнтӑр шкулӗнче пуҫламӑш класс ачисене вӗрентнӗ. Унӑн педагогикӑри стажӗ 38 ҫулпа танлашнӑ. Мария Павловнан пилӗк ачи пурте педагогика енӗпе пӗлӳ илнӗ, тӗрлӗ шкулсенче вӗрентнӗ, мӑнукӗсем хушшинче те чунӗ ыйтнипе учитель профессине суйласа илнисем нумайӑн.

«Пурӗ пирӗн династире 23 педагог. Вӗсем хушшинче математиксем те, географсем те, историксем те, тата ытти предметсене ӑса хывма пулӑшакансем те пур. Ҫавӑн пекех пирӗн династире% Геннадий Волков — профессор, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Марина Краснова — философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, Татьяна Шаркова — компьютер технологийӗсен кафедрин доценчӗ, Евгений Пчелов — истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент тата ытти паллӑ ҫынсем. Вӗсемпе эпир чӑннипех те мухтанатпӑр», — пӗлтерет Елена Николаевна.

Ҫапла, ҫемьере нумайӑшӗ учитель профессине суйласа илни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Кашни ҫыннӑн хӑйӗн пурнӑҫ ҫулӗ, хӑйӗн историйӗ, анчах вӗсене пурне те профессие, ачасене юратни пӗрлештерсе тӑрать. Шӑпах ҫакӑн пек ҫемьесенче профессие чунтан парӑннӑ ҫынсем ҫуралаҫҫӗ те пулӗ. Паянхи кун та учительсен династийӗ тӑсӑлни, пӗр ҫемьери педагогсем ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑруран ӑрӑва парса пыни, пӗр-пӗрин опычӗпе пуянланса ҫитӗнӳсем патне талпӑнни, паллах, савӑнтарать. Ӑнӑҫу сире, вӗрентекенсем!

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *