Вторник, 8 октября

Чи пӗлтерӗшли – ачасене юратмалла

Чи пӗлтерӗшли – ачасене юратмалла

Сентябрӗн 27-мӗшӗнче эпир воспитательсен тата шкул ҫулне ҫитменнисемпе ӗҫлекенсен кунне уявлатпӑр. Воспитатель ӗҫӗ — хӑйне евӗр интереслӗ те, йывӑр та. Унӑн ача садне пыракан кашни шӑпӑрланшӑн иккӗмӗш анне пулма пӗлмелле, ҫав вӑхӑтрах ыррипе усала уйӑрма, хӑйсене кирлӗ пек тытма вӗрентмелле, аталантармалла. Ку профессире вӑй хума ачасене юратни, вӗсене ӑшӑлӑх парнелеме пӗлни, чӑтӑмлӑ пулни кирлӗ.

Комсомольскинчи «Радуга» ача садӗнче вӑй хуракан Анастасия Боровкова чунӗ ыйтнипе воспитатель ӗҫне суйланӑ. «Пирӗн ӗҫре чи пӗлтерӗшли — ачасене юратмалла. Вӗсем хӑйсене юратнине чунӗпе сисеҫҫӗ, воспитатель патне туртӑнаҫҫӗ, хӑйсене хӳтлӗхре туяҫҫӗ», — тет вӑл.

Анастасия Петровна ачасене тӗрлӗ енлӗн аталантарма тӑрӑшать, конкурссене хутшӑнса пултарулӑхне асӑрхама пулӑшать. Ҫавӑнпа та унӑн вӗренекенӗсем ҫулсерен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтараҫҫӗ. Вӗсем округ шайӗнче ҫеҫ мар, республикӑра та малтисен йышне кӗнине вара уйрӑмах палӑртма кӑмӑллӑ. Сӑмахран, 2019 ҫулта вӗсем пӗтӗм Раҫҫейри «Таланты и поклонники» фестивалӗн республика тапхӑрӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, 2020 ҫулта республика шайӗнче иртнӗ «Моя Чувашия» олимпиадӑра 2-мӗш вырӑна тухнӑ, 2021 ҫулта пӗтӗм Раҫҫейри «Удивительный мир Hand-made» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Округра иртекен «Хунав», «Малышиада», «Ача-пӑча сасси», «Сельский перепляс», «Я — исследователь» тата ытти конкурссенче тата фестивальсенче те унӑн вӗренекенӗсем пӗрре мар малти вырӑнсене йышӑннӑ. 

Анастасия Боровкова хӑй те тӗрлӗ конкурссене хаваспах хутшӑнать, професси енӗпе те яланах аталанса пыма тӑрӑшать. Тӗслӗхрен, унӑн «Чи лайӑх ҫамрӑк специалист — 2020», «Креативлӑ педагог — 2021», «Ҫулталӑк воспитателӗ — 2019» тата ытти конкурссенче малтисен ретне кӗнине ҫи- рӗплетекен грамотӑсемпе сертификатсем пур. Ҫавӑн пекех вӑл  округри тата республикӑри мероприятисене хастар хутшӑннӑшӑн тӗрлӗрен Тав хучӗсене, администрацин вӗренӳ пайӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.

«Кашни ача вӑл е ку енӗпе пултаруллӑ. Пирӗн тӗллев — ӑна уҫӑлма, пултарулӑхне аталантарма пулӑшасси. Ача садӗнче чухнех аталану ҫулӗ ҫине ҫирӗппӗн тӑни малалла та ҫитӗнӳсем тума пулӑшать», — уҫать шухӑшне воспитатель.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *