Вторник, 8 октября

Чиркӳн историйӗ пуян

Чиркӳн историйӗ пуян

Кӑҫал Луцки салинчи чиркӗве тунӑранпа 280 ҫул. Ҫавна май унӑн историйӗпе паллашма питӗ интереслӗ пулӗ. Турӑ амӑшӗн Хусан турӑшӗн чиркӗвне 1744 ҫулта Луцки ялӗнче Петр Луцков хӑпартнӑ, 1749 ҫулта ӑна сӑвапланӑ.

Ҫурт йывӑҫран пулсан та ҫирӗп пулнӑ. Чиркӳре икӗ престол вырнаҫнӑ: тӗп, сивӗ престол — Хусан Турӑ амӑшӗ ячӗпе, ӑшӑ престол — Герман святитель, Сӗвери Ҫветтуй ячӗпе.

Ку чиркӳ 1884 ҫулхи июнӗн 21-мӗшӗнче ҫунса кайнӑ. Ҫав ҫулах Ҫветтуй Николай Мир Ликийский ячӗпе йывӑҫран вӑхӑтлӑх кӗлӗ ҫурчӗ тунӑ, ӑна 1886 ҫулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче сӑвапланӑ. Ҫак кӗлӗ ҫурчӗн чан вырӑнӗ пулман, иконостас пӗр яруслӑ пулнӑ.

Хусанти Тӗн Консисторийӗн 1886 ҫулхи декабрӗн 8-мӗшӗнчи Указӗпе ҫӗнӗ чиркӳ тума йышӑннӑ, строительство ӗҫӗсене ҫак ҫултах пуҫланӑ.

Чиркӗве 1888 ҫулта туса пӗтернӗ, ҫав ҫулах сӑвапланӑ. Палӑртмалла: строительство ӗҫӗсене приххут ҫыннисен укҫи-тенкипе пурнӑҫланӑ. Вӑл ҫулсенче ку приххута Луцки сали, Комаровка, Александровка, Крестниково, Кивӗ Сӗнтӗр, Хырай Ӗнел, Аслӑ Терпит ялӗсем кӗнӗ. Чиркӳре виҫӗ престол пулнӑ: тӗп престол — Турӑ амӑшӗн Хусан турӑшӗн ячӗпе, сылтӑмра — Ҫветтуй Николай Мир Ликийский ячӗпе, сулахайра — Герман святитель, Сӗвери Ҫветтуй ячӗпе. Тӗп престола 1888 ҫулхи январӗн 18-мӗшӗнче, иккӗмӗшне — январӗн 19-мӗшӗнче, виҫҫӗмӗшне — майӑн 28-мӗшӗнче сӑвапланӑ. Пур виҫӗ придел та ӑшӑ пулнӑ. Чиркӳ ҫуртне йывӑҫран тунӑ. Чан вырӑнӗпе пӗрле унӑн тӑршшӗ 12 хӑлаҫпа, ҫӳллӗшӗ 7 хӑлаҫпа танлашнӑ. Чан вырӑнӗ икӗ яруслӑ пулнӑ.

Сӑваплӑран та сӑваплӑ Синодӑн 1885 ҫулхи март уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи Указӗпе чиркӳре пачӑшкӑ, диакон тата псаломҫӑ ӗҫленӗ. 

Чиркӳре 1780 ҫултан пуҫласа метрика кӗнекисен копийӗсем упраннӑ. Ун ҫумӗнче библиотека та пулнӑ. 1901 ҫулта унта 191 том шута илнӗ, фонд ҫулсерен чиркӳ укҫипе туянакан кӗнекесемпе тата журналсемпе пуянланнӑ. Сӑмахран, ҫав ҫул библиотекӑна «Известия по Казанской Епархии», «Православный собеседник», «Церковные ведомости», «Руководство для сельских пастырей» килсе тӑнӑ.

1869 ҫулта Луцки салинче чиркӳпе приххут шкулӗ уҫнӑ, анчах тепӗр ҫултанах ӑна хупса земство училищи хута янӑ. 1873 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чиркӳпе приххут попечительлӗхӗ ӗҫленӗ, 1887 ҫултан пуҫласа Аслӑ Терпит ялӗнче Ҫветтуй Гурин тӑванлӑх шкулӗ пулнӑ.

Приххут территорийӗнче виҫӗ часавай ларнӑ: ҫунса кайнӑ храмӑн престолӗ вырӑнӗнче (ӑна 1901 ҫулта приххут ҫыннисен укҫипе тунӑ); ялти масарта (ӑна 1893 ҫулта Луцки салин дворянӗ Г.Яльцев тунӑ); Александровка ялӗнчи ҫӑлкуҫ патӗнче (кам тата хӑҫан туни паллӑ мар). Виҫӗ часавайӗ те паян кунччен упранса юлман.

Турӑ амӑшӗн «Всех скорбящих Радость» турӑшне ҫынсем пуринчен ытла хисепленӗ. Малтанах вӑл ҫӑлкуҫ патӗнчи часавайра пулнӑ. Часавая ҫӗмӗрнӗ чухне вӑл таҫта ҫухалнӑ. Кайран вара ӑна 1947 ҫулта ҫӗрле дежурствӑра тӑракан хуралҫӑ тупнӑ.

Чиркӗве 1941 ҫулта хупнӑ, унтан 1945 ҫулта ҫӗнӗрен уҫнӑ. Вӑл паян кунччен те упранса юлнӑ, ҫаплипех ӗҫлет. 

Валентина ШИНГАЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *