Вторник, 8 октября

Уйсем пушанаҫҫӗ

Уйсем пушанаҫҫӗ

Округри хуҫалӑхсенче ҫӗрулми кӑларас енӗпе ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» пурӗ 649 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ, сентябрӗн 26-мӗшӗ тӗлне ӑна 525 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртме ӗлкӗрнӗ те. «Дружба», «Рассвет» ЯХПКсенче, Самаринӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче ку ӗҫе вӗҫленӗ. Округӗпе илсен, ҫӗрулмин вӑтам тухӑҫӗ кашни гектартан 303 центнерпа танлашать. «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмӑсенче тухӑҫ уйрӑмах пысӑк, гектартан 350—352 центнер.

Хуҫалӑхсем техника культурисене 1882 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ, вӗсенчен 533 гектарне пуҫтарса кӗртнӗ. Ҫав шутра рапс уйӗсем округӗпе 1235 гектар йышӑнаҫҫӗ, вӗсенчен 323 гектарӗ ҫинчи ӗҫсене вӗҫленӗ. Ку енӗпе ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *