Вторник, 8 октября

Талантлӑ музыкант, композитор

Талантлӑ музыкант, композитор

Музыка, юрӑ-кӗвӗ унӑн пурнӑҫӗнче питӗ пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем тӗп вырӑнта тесен те йӑнӑш пулмӗ. Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче пурӑнакан Михаил Бархонов — музыка учителӗ те, композитор та, фольклор ансамблӗн ертӳҫи те.

Юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе ҫывӑххӑн туслашасси ачаранах пуҫланнӑ. Унӑн амӑшӗ Зинаида Григорьевна питӗ хитре юрланӑ, ашшӗ Владимир Иванович тӗлӗнмелле илемлӗ балалайка каланӑ. Вӗсем ачисене те мӗн пӗчӗкренех юрӑ-ташӑпа туслашма хавхалантарнӑ. Ҫавӑнпа та шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн професси суйлас ыйту пӗрре те йывӑр пулман. Михаил Бархонов И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне музыка учительне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илсен Ҫӗнӗ Мӑрат шкулне ӗҫлеме килнӗ, 40 ҫул ытла вӑй хурать. 

Михаил Владимирович ачасене юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе туслаштарнисӗр пуҫне хӑех юрӑсем кӗвӗлет, Ҫӗнӗ Мӑрат культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамбльне ертсе пырать. Ҫавӑн пекех вӑл 10 ҫул хушши Йӗпреҫри ветерансен Геннадий Степанов ячӗллӗ халӑх хорне ертсе пынӑ. Вӑл тӗлӗнмелле талантлӑ, пурнӑҫ ҫине шанӑҫлӑн пӑхакан, пысӑк хавхаланупа ӗҫлекен ҫын. Чунӗпе халӗ те ҫамрӑкскер, творчествӑра ҫӗнӗрен ҫӗнӗ утӑмсем тӑвать, хӑйӗн чун ӑшшине, ӑс-хакӑлне юрӑсем урлӑ ҫынсене парнелет. Унсӑр Комсомольскинчи пӗр концерт та иртмест. Ҫавӑн пекех вӑл республика шайӗнчи конкурссене, смотрсене, фестивальсене хастаррӑн хутшӑнать.

Михаил Владимирович ертсе пыракан «Шурӑмпуҫ» ансамбль — тӗрлӗ фестивальсен лауреачӗ. 1996 ҫулта коллектив «Хуняма» телекӑларӑма ӳкернӗ ҫӗре те хутшӑннӑ. Ҫав ҫулах «Кӑмӑлӑма ярам ирӗке» телекӑларӑмра та куракансене савӑнтарнӑ. 1999 ҫулта ансамбле пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн «халӑх» ята панӑ.

Ҫак кунсенче Михаил Бархонов чаплӑ юбилейне уявланӑ. Эпир те саламлӑ сӑмахсем ҫумне хутшӑнса малашне те округ ҫыннисене сцена ҫинчен савӑнтарма, ҫӗнӗ юрӑсем ҫырса куракансем патне ҫитерме, пултарулӑх ҫулӗпе малалла та ҫирӗппӗн утма сунатпӑр. 

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *