Вторник, 8 октября

Сцена ҫинче – вырӑнти артистсем

Сцена ҫинче – вырӑнти артистсем

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӗркунне культура учрежденийӗсем черетлӗ пултарулӑх сезонне чаплӑ концерт кӑтартса уҫаҫҫӗ. Кӑҫал та нумаях пулмасть районти культура ҫурчӗ хӑйӗн алӑкӗсене уҫса куракансене юрӑ-ташӑ тӗнчине кӗме, вырӑнти артистсен пултарулӑхӗпе киленме, кӑмӑллӑн канма йыхравланӑ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене саламласа художество пултарулӑх коллективӗсене ҫӗнӗ сезона ӑнӑҫлӑн пуҫлама, нумай ҫитӗнӳсем тума суннӑ. Мероприятире округри культурӑпа кану учрежденийӗсен художествӑлла пултарулӑх ӗҫне чи активлӑ хутшӑнакансене чысланӑ. Ҫапла округӑн культура пурнӑҫне хастаррӑн хутшӑнакан Виталий Хораськин «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медале тивӗҫнӗ. Пӗлтӗрхи пултарулӑх сезонӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Асанкасси культура ҫурчӗн художество пултарулӑх коллективне, Аслӑ Чурачӑк культура ҫурчӗн «Илем» фольклор ансамбльне, Элпуҫ культура ҫурчӗн заведующине Лариса Носовӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Тав хутне парса чысланӑ.

Концерт вӑхӑтӗнче сцена ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тӗрлӗ коллективсем тата уйрӑм юрӑҫсем тухса юрӑсем шӑрантарнӑ. «Островок» хореографи ансамблӗ ташшисемпе пурне те тыткӑнланӑ. Ҫавӑн пекех «Кубняночка» вокал ансамбльне те куракансем хапӑлласа йышӑннӑ. 

Концерт питӗ кӑмӑллӑ иртнӗ, куракансем артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. 

Округри ытти культура ҫурчӗсенче те пултарулӑх сезонне уҫса концертсем ирттернӗ. Акӑ, Хырхӗрри культура ҫуртӗнче «Туссем хушшинче» концерт пулнӑ. Ӑна Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкне халалланӑ. Куракансем «Палан» фольклор ансамблӗн тата уйрӑм юрӑҫсен юррисене киленсех итленӗ, фойере «Кӗр парнисем» куравпа паллашнӑ.

Шурут культура ҫуртӗнче те пултарулӑх сезонне хаваслӑн уҫнӑ. «Шӑхаль» фольклор ансамблӗ, «Шурут» фольклор коллективӗ, «Надежда» ансамбль, Шурут вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем тата территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе тыткӑнланӑ.

Ҫакӑн евӗр мероприятисем ытти территори уйрӑмӗсенче те иртнӗ. Вӗсенче те вырӑнти артистсем куракансене лайӑх кӑмӑл парнеленӗ.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *