Понедельник, 7 октября

Кӗр парнесемпе пуян

Кӗр парнесемпе пуян

Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Комсомольскинчи «Хозтовары» магазин умӗнчи лапамра «Кӗр парнисем» ярмӑркка уҫӑлнӑ. Ҫак ятпа унта савӑнӑҫлӑ уяв йӗркелесе ирттернӗ.

— Тӑван ҫӗрӗмӗр пире пуян тухӑҫпа савӑнтарчӗ — мухтанмалӑх пур. Ҫӗр ӗҫченӗсене ял хуҫалӑх продукцине туса илес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп, ярмӑрккара кашниех хӑйне кирлӗ тавара тупасса шанатӑп, — палӑртнӑ мероприятие уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин.

Округри культура ӗҫченӗсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарса пуҫтарӑннисене савӑк кӑмӑл парнеленӗ.

«Кӗр парнисем» ярмӑрккара вырӑнти сутуҫӑсем хӑйсем ҫитӗнтернӗ ял хуҫалӑх таварӗсене, тӑварланӑ тата маринадланӑ пахча ҫимӗҫе тутанма сӗннӗ.

Малалла ял хуҫалӑх таварӗсен ярмӑркки пасар территорийӗнче иртет. Ярмӑркка вӑхӑтӗнче тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерекенсем суту-илӳ вырӑнӗшӗн тӳлемесӗрех хӑйсен продукцине сутма пултараҫҫӗ.  

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *