Вторник, 8 октября

Ветерансем пуҫтарӑнса канашланӑ

Ветерансем пуҫтарӑнса канашланӑ

Сентябрӗн 19-мӗшӗнче администрацин ларусен залӗнче Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне халалланӑ уява тата ӗҫпе вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата право сыхлавӗн органӗсен ветеранӗсен (пенсионерӗсен) пӗрремӗшле организацийӗсенчи отчет пухӑвӗсене йӗркелесе ирттерессине халалланӑ ҫавра сӗтел иртнӗ.

Мероприятие ветерансен канашӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев уҫнӑ. Унта ветерансен канашӗн президиумӗн членӗсем, пӗрремӗшле организацисен председателӗсем, тӗрлӗ учрежденисемпе организацисен ертӳҫисем хутшӑннӑ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн хушӑвне пурнӑҫласа администрацин йӗркелӳ тата кадр ӗҫӗн пайӗн начальникӗ М.А.Илларионова нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн ветерансен юхӑмӗн активисчӗсене% З.К.Артюшкинана, И.Г.Белобаевӑна, В.А.Тихоновӑна, Т.Г.Смирновӑна, В.Г.Боровковӑна «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе, Н.В.  Юмановӑна, Г.Г.Смирновӑна, Н.С.Морозовӑна муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Ветерансен канашӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев Н.В.Юмановӑна тата С.В.Дмитриевӑна ЧР ветерансен канашӗн президиумӗн Хисеп грамотине панӑ. 

Малалла ҫавра сӗтелте Ю.С.Тимофеев тухса калаҫнӑ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне Раҫҫейре РФ Аслӑ Канашӗн президиумӗн 1992 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнчи постановленийӗ тӑрӑх кашни ҫулах октябрӗн 1-мӗшӗнче уявланине палӑртнӑ. Ваттисен кунне туса хуни влаҫ структурисене тата общественноҫа аслӑ ӳсӗмри ҫынсен проблемисем ҫине тимлӗх уйӑрма хистес, ватӑ ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма, аслӑ ӑру ҫыннисене общество тата экономика пурнӑҫне активлӑн хутшӑнма пулӑшас тӗллевлӗ. Паянхи кун округра ватлӑхпа тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ 6181 ҫын пурӑнать. Ку вӑл округра пурӑнакансен 30 процентне яхӑн. 80 ҫула ҫитнӗ пенсионерсен шучӗ 952 ҫынпа танлашать.

Мероприятире Ваттисен кунне уявласа ирттерессипе тата отчетлӑ пухусене йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра округри ветерансен канашӗн председателӗн ҫумӗ В.И.Пундяков, РФ Социаллӑ фончӗн вырӑнти уйрӑмӗн тата аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрӗн ертӳҫи Н.В.Юманова, халӑха социаллӑ пулӑшусем кӳрекен центрӑн директорӗ И.Н.Долгова, «Искра» колхозри ветерансен пӗрремӗшле организацийӗн председателӗн ҫумӗ А.Н.Александрова, районти культура ҫурчӗн методкабинет заведующийӗ В.Н.Курицына, социаллӑ пулӑшу мерисем паракан центрӑн тӗп эксперчӗ Н.Н.Галзанова, Комсомольскинчи тӗп библиотека ҫумӗнчи ветерансен «Шанчӑк» клубӗн ертӳҫи В.Г.Боровкова тухса калаҫнӑ.

Мероприяти вӗҫӗнче ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.

Юрий Тимофеев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *