Четверг, 10 октября

Ҫӗнӗлӗхсем тавра калаҫнӑ

Ҫӗнӗлӗхсем тавра калаҫнӑ

Сентябрӗн 18-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусен залӗнче черетлӗ пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Мероприятие ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, администрацин специалисчӗсем тата территори уйрӑмӗсен начальникӗсем хутшӑннӑ.

Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтӑва федераллӑ налук службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн камераллӑ тӗрӗслев пайӗн тӗп патшалӑх налук инспекторӗ Татьяна Кузьмина уҫса панӑ. Вӑл федераллӑ тата регионаллӑ налук саккунӗсенчи ҫитес ҫултан вӑя кӗрекен улшӑнусемпе тӗплӗн паллаштарнӑ. Ҫӗнӗлӗхсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен тупӑшӗнчен налук тытассине, ачаллӑ ҫемьесене, ГТО нормисене тултарнӑ тата диспансеризаци тухнӑ ҫынсене налук вычечӗ парассине тата ытти хӑш-пӗр саманта пырса тивеҫҫӗ. Тӗплӗнрех Раҫҫей федераллӑ налук службин сайтне (www.nalog.gov.ru) кӗрсе пӗлме пулать.

Администрацин финанс пайӗн начальникӗ Зульфия Айнетдинова укҫа-тенке нумай вӑхӑтлӑх упрамалли программа ҫинчен каласа панӑ. Ку программа ҫын хӑй хывакан, пенси страхлавӗн тытӑмӗнче пуҫтарӑнакан, патшалӑх софинансировани урлӑ паракан укҫа-тенке тата инвестици тупӑшне пӗрлештерсе пуласлӑха валли «хӑрушсӑрлӑх минтерӗ» тума пулӑшать. Нумай вӑхӑтлӑх упрамалли программӑра  пуҫтарӑннӑ укҫа-тенкӗпе килӗшӳ вӑя кӗнӗренпе 15 ҫул иртсен, 55 (хӗрарӑмсем) е 60 (арҫынсем) ҫул тултарсан тата пурнӑҫри уйрӑм лару-тӑрусем сиксе тухсан усӑ курма пулать.

Округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Фарад Зейнетдинов округра вырма ӗҫӗсем вӗҫленни ҫинчен пӗлтернӗ.

Информушкӑн членӗсем халӑхпа та тӗл пулнӑ, пӑшӑрхантаракан ыйтусене татса пама пулӑшнӑ.

Наталья Калашникова. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *