Четверг, 10 октября

Ҫемьесем финанссемпе туслӑ

Ҫемьесем финанссемпе туслӑ

Ҫемье ҫулталӑкӗнче халӑхӑн финанс пӗлӳлӗхне тарӑнлатас, финанс культурине анлӑн сарас тӗллевпе республикӑри 12 муниципаллӑ округра «Финанссемпе туслаш» фестиваль ирттернӗ. Комсомольскинче йӗркеленӗ уява пирӗн округран Столяровсен, Орешкинсен, Тукаевсен, Кирилловсен, Макаровсен ҫемйисем тата Елчӗк округӗнчен  Бикуловсен, Гаврушовсен, Портновсен, Сметанинсен, Мисяковсен нумай ачаллӑ ҫемйисем хутшӑннӑ.

Мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин уҫнӑ. Вӑл уява пуҫтарӑннӑ ҫемьесене саламласа кашни ҫыншӑн ҫемье чи пысӑк вырӑнта пулнине палӑртнӑ, этнокультура пуянлӑхӗн патшалӑх каталогӗ валли чӑваш туйне ӳкерес ӗҫе активлӑ хутшӑннӑшӑн, пирӗн хӑйне евӗр культурӑна упрас тата анлӑн сарас тесе тӑрӑшнӑшӑн Татьяна Макаровӑна, Валентинӑпа Виталий Хораськинсене ЧР Культура министерствин Тав хучӗсемпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех «Сбербанк» ПАОн Комсомольскинчи хушма офисӗн ертӳҫин ҫумӗ Алина Павлова та саламлӑ сӑмахпа тухса калаҫнӑ.

Финанссем ҫинчен ахаль ҫеҫ калаҫни чылай ҫыншӑн, уйрӑмах ачасемшӗн, кичем пек туйӑнать пуль. Фестивальте вара укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вӑйӑ формӑллӑ уҫса панӑ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ «Пуянлӑх хакне ӗҫлекен кӑна пӗлет» миниатюрӑпа, финанс пӗлӳлӗхӗпе ҫыхӑннӑ литературӑпа паллашнӑ. 10 тематикӑлла лапам финанс пӗлӳлӗхӗн тӗрлӗ енӗсене уҫса панӑ. Ҫемьесем «Крокодил», «Финанс консультанчӗ», «Финанс кинотеатрӗ», «Магазина каятпӑр», «Юмахри укҫа-тенкӗ» вӑйӑсене хутшӑннӑ, «Совет мультфильмӗсенчи ҫунатлӑ пуплевсем» викторинӑра, «Укҫа историне пӗл» историллӗ экскурсра, «Финанс ребусӗсем» интерактивра пӗлӗвӗсене тӗрӗсленӗ, «Кам миллионер пулас тет» вӑйӑра та пултарулӑхне кӑтартса панӑ.

Тӗрлӗ вӑйӑ-конкурса хутшӑнса ҫемьесем «ылтӑнсем» ӗҫлесе илнӗ. Вӗсемпе фестивальти ярмӑрккара тӗрлӗ япала туяннӑ. 

Ачасем «Эпӗ финанссемпе туслӑ» темӑпа ӳкерчӗксем тунӑ, чи маттуррисем парнесене тивӗҫнӗ. Ку конкурсра 5—7 ҫулти ачасем хушшинче Вероника Мисякова, 8—11 ҫултисем хушшинче — Самира Тукаева, 12—15 ҫултисем хушшинче Эмма Столярова ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.

Фестивале пӗтӗмлетсе чи тарӑн финанс пӗлӗвӗллӗ ҫемьесене палӑртнӑ. Кӗҫӗн Каҫал ялӗнчи Столяровсен ҫемйи фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта —  Орешкинсен туслӑ ҫемйи (Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗ), виҫҫӗмӗш вырӑнта — Бикуловсен ҫемйи (Елчӗк муниципаллӑ округӗ). Фестивале хутшӑннӑ пур ҫемье те тӗрлӗ парнесене тивӗҫнӗ. Конкурсантсем мероприяти паха опыт парнеленине, вӑхӑта ҫемьепе усӑллӑ ирттерме пулӑшнине палӑртнӑ, малашне те ҫакӑн пек уявсенчен айккинче тӑрса юлмасса шантарнӑ. 

«Фестивале йӗркелекенсене пысӑк тав. Вӑл питӗ хаваслӑ, интереслӗ иртрӗ. Вӑйӑ формӑллӑ пулни ачасене те, ҫитӗннисене те питӗ килӗшрӗ», — палӑртнӑ ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ Столяровсем.

Чӑннипех те, ҫакӑн пек мероприятисем паянхи кун питӗ кирлӗ пулнине палӑртмалла. Хальхи вӑхӑтра пурнӑҫ хӑвӑрт улшӑнса пырать, финанс енчен тарӑн пӗлӳллӗ пулни вара паянхи кунпа ӗлкӗрсе пыма, ҫемье бюджетне тӗрӗс планлама, пуласлӑха ҫирӗппӗн утма пулӑшать. 

Республикипе финанс фестивальне нумай ачаллӑ 126 ҫемье хутшӑннӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *