Четверг, 10 октября

Ыр-усал халапӗсемпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухрӗ

Ыр-усал халапӗсемпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухрӗ

Юлашки ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа кӑларӑмсем харӑсах икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – пичетленеҫҫӗ. Пӗлтӗр тӑваттӑмӗш томӑн – «Ыр-усал халапӗсем. Былички» – пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑччӗ. Нумаях пулмасть иккӗмӗшӗ тухрӗ. Ӑна пухса хатӗрлекенсем – Галина Ильинапа Елена Федотова филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем, вырӑсла куҫараканӗ – Алексей Леонтьев истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, редакторӗ – Надежда Вечеркина. Кӑларӑма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн (ЧПГӐИ) ӑслӑлӑх канашӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн пичетленӗ.

Пӗрремӗш кӗнекере уйрӑм ҫын вӑрманти, килти, шыври, мунчари, картишри-витери тата ытти мифла сӑнарсемпе тӗл пулни ҫинчен калакан анлӑ сарӑлнӑ халапсен сюжечӗсем кӗнӗччӗ. Иккӗмӗш кӑларӑмра вара пӗр-пӗр вырӑнпа ҫыхӑнман усал-тӗселпе тата чир-чӗр усалӗсемпе уйрӑм ҫын тӗл пулни ҫинчен калакан халапсемпе паллашма пулать. Тӗслӗхсене темиҫе пая уйӑрнӑ. «Ҫӗленсем» пайра Вӗре ҫӗлен, Аҫтаха тата Юхха ҫинчен калаканнисене вырнаҫтарнӑ. Чи анлӑ сарӑлнисем – Вӗре ҫӗленпе тӗл пулни ҫинчен хыпарлаканнисем. Пӗрне вулар-ха: «Ӗлӗк Кепе ҫырминче усалсем пурӑннӑ тет. Пирӗн ялти пӗр хӗрарӑма Усал ернӗ тет. Вӗри ҫӗлен кӗвенте пек йӑр-р вӗҫсе пыратчӗ тет те хапха ҫине утланса ларатчӗ тет. Хӗрарӑмӗ кайран шыҫӑнса кайса вилнӗ тет.

Вӗри ҫӗленӗ пысӑках та мар, пӗр метр кӑна пулӗ. Йӗтре пек пуҫне ҫавӑркаласа пырать. Хапха урлӑ кӑвар тӑкса вӗҫсе каҫса кайрӗ». Вӗре ҫӗлен – усал, ҫӗрле е каҫхине арҫын патне вилнӗ арӑмӗн сӑнӗпе, хӗрарӑм патне вилнӗ упӑшкин сӑнӗпе килет, вӗсемпе ар хутшӑнӑвне кӗрет имӗш.

«Усал-тӗсел» пая Алпастӑ, Вупӑр, Вупӑр карчӑк, Калӑм карчӑкӗ, Вупкӑн, Вилӗм, Чун илли, Эсрел, Инкек, Нуша, Пир, Ҫавра ҫил, Усал тата ытти ҫинчен калакан халапсене пуҫтарнӑ. «Асӑннӑ усалсем ҫӗр ҫине хурт-кӑпшанкӑ, ҫӗлен, шӑши пулса тухаҫҫӗ, ҫынна йӗрлесе ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем утӑ капанӗ тата ытти япала, тӗрлӗ чӗрчун – качака, сысна, пӑру, кушак т. ыт. те – пулма пултараҫҫӗ. Мифла сӑнарсем ҫынсене палланӑ ҫын сӑнарӗпе те, тӑванӗн сӑнарӗпе те курӑнма пултараҫҫӗ. Ҫын ӑшне вырнаҫсан усалсем ӑна типӗтеҫҫӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вилме те пултарать», – тет Галина Геннадьевна умсӑмахра.

«Чир-чӗр усалӗсем» пайра Ӑншӑрт, Кӑчӑрлан, Чӑкарми, Лӑп-лап, Мур, Сив чир, Ниш, Сӑямак тата ытти чирсем ҫинчен калакан халапсем пуҫтарӑннӑ. Ку усалсене ят парасси пӗр-пӗр чир ячӗпе пулса пырать. Чи анлӑ сарӑлнисем – Мур ҫинчен калаканнисем. Вӑл хыткан хӗрарӑм сӑнарӗпе ҫӳрет, нумай ҫынна тата выльӑх-чӗрлӗхе вӗлерме пултарать-мӗн.

«Мул» пайра мул ҫинчен калакан халапсем пичетленнӗ. Чӑвашсем ӗненнӗ тӑрӑх, Выхӑта (мул* мул упранакан вырӑн) ҫынсене тӗрлӗ сӑнарлӑ курӑннӑ: пуянлӑха пытарнӑ вырӑнта вут ҫуннӑ. Пытарнӑ мул выльӑх-чӗрлӗх, ҫын е ытти сӑнар йышӑнма пултарнӑ.

«Аташтаракан усалсем» пайри халапсенче калуҫӑсем «ҫулран аташтаракан усалпа» тӗл пулни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Ку усалсем этеме тӗл пулаҫҫӗ е чӳречерен шаккаса чӗнсе кӑлараҫҫӗ те хӑйсем хыҫҫӑн ертсе каяҫҫӗ. Ҫын е тарӑн ҫыран хӗррине, е тухма ҫук вырӑна пырса тӑрать те тӑна кӗрет.

«Шуйттан» пайри текстсенчен ытларахӑшӗ Шуйттан мӗнпур усалтан аслӑраххи пулнине ҫирӗплетет. Чӑвашсем Ҫавра ҫиле те вӑлах тӑвать, унӑн варринче хӑй куҫса ҫӳрет тесе ӗненеҫҫӗ.

«Этем шӑпине уҫса пани» пайра Шӑпа ҫинчен калакан халапсене пуҫтарнӑ. Пӗринпе паллашар-ха% «Ҫын ҫуралсанах Турӑ ӑна ҫапла ҫырать: ҫавӑн телей курмалла, теприн ҫул ҫинче ӳксе вилмелле т. ыт. те. ,лӗк кашни вулама пӗлекен ҫыншӑн Турӑ кӗнеки пулнӑ. Ҫав кӗнекене вуласа тухакан ухмаха ерет тет. Ҫӗнӗ Ачча ялӗнче (пирӗн ялтан инҫех мар) пӗр Унюк ятлӑ ҫын халӗ те ҫӳрет. Эпӗ хам та курнӑ, Ачча пасарне халӗ те вӑл тухать. Ҫавскер Турӑ кӗнеки вуласа тухнӑ хыҫҫӑн ухмаха тухса кайнӑ. Ҫылӑхсӑр ҫын анчах Турра курма пултарать тет».

«Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмӑн тӑваттӑмӗш томӗн «Ыр-усал халапӗсем. Былички» ятпа тухнӑ иккӗмӗш кӗнекине 495 текст кӗнӗ, ҫав шутра ЧПГӐИ ӑслӑлӑх архивӗнче упранакан ҫак таранччен пичетленмен алҫырусенчен – 288, пичетленнӗ ӗҫсенчен суйласа илнисем – 206. Ҫырса илнисенчен ытларах пайӗ алҫыру хальлӗн ЧПГӐИ ӑслӑлӑх архивӗнче, Чӑваш Республикин Патшалӑх архивӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗн Патшалӑх архивӗнче упранать. Тӗпчевҫӗсем ытти ҫӑлкуҫпа та усӑ курнӑ. Архиври алҫырусен тексчӗсенчи вырӑнти калаҫу уйрӑмлӑхӗсене туллин сыхласа хӑварнӑ, диалектизмсемпе сайра тӗл пулакан сӑмахсене ӑнлантарса панӑ.

«Ыр-усал халапӗсем. Былички» кӑларӑм филологсемшӗн, этнографсемшӗн, этнологсемшӗн, чӑваш халӑхӗн сӑмахлӑхӗпе, аваллӑхӗпе тата культурипе кӑсӑкланакансемшӗн усӑллӑ пулӗ.

Ольга ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *