Четверг, 10 октября

«Кӗмӗл» волонтерсем яланах хастар

«Кӗмӗл» волонтерсем яланах хастар

Комсомольскинчи «Кӗмӗл ӳсӗм» центрта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене май пулнӑ таран пулӑшу кӳрес тесе куллен тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хастарсем пикенсех маскировка тетелӗсем ҫыхаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем тепловизорсенчен хӳтӗленмелли утиялсем те хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакна валли вӗсем ятарлӑ пусмана тата фольгана касса кирлӗ пек ҫӗлеҫҫӗ.  

 «Камӑн пушӑ вӑхӑт пур — пулӑшма килӗр. Пире ӗҫлекен алӑсем яланах кирлӗ. Кӑштах пулӑшу кӳрейсен те усӑллӑ. Ҫак ӗҫсене эпир хамӑрӑн ачасен, ентешсен — Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен пурнӑҫне упрама пулӑшас тӗллевпе тӑватпӑр», — палӑртаҫҫӗ хастарсем.

Центра пырса ӗҫпе пулӑшаймасан финанс пулӑшӑвӗ пама та пулать. Хӳтӗленӳ хатӗрӗсем тумалли материалсене туянма чылай тӑкакланма тивет. Акӑ, юлашки кунсенче ҫеҫ Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансем тата администрацин централизациленӗ бухгалтерийӗнче тӑрӑшакансем утиялсем валли материал туянма укҫа-тенкӗ куҫарса панӑ.

Йывӑр вӑхӑтра салтаксем шанчӑклӑ тыл пуррине туйччӑр, вӗсемшӗн тӑрӑшнине, вӗсене кӗтнине асра тытчӑр. Ҫакна тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ те «Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекенсем. Округра пурӑнакансем вӗсене активлӑн пулӑшу парасса, пархатарлӑ ӗҫе тата та йышлӑн хутшӑнасса шанатпӑр.  

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *