Пятница, 20 сентября

Ӗҫлӗ канашлу иртнӗ

Ӗҫлӗ канашлу иртнӗ

Сентябрӗн 11-мӗшӗнче пирӗн округра ӗҫлӗ визитпа республикӑн муниципаллӑ пӗрлешӗвӗсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов пулнӑ.

Вӑл муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Николай Раськинпа тата территори уйрӑмӗсен начальникӗсемпе ӗҫлӗ канашлу ирттернӗ, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене пӗрле сӳтсе явнӑ. Территорири обществӑлла хӑйтытӑмлӑха аталантарасси, ял старостисен ӗҫӗ-хӗлӗ, «Тухӑҫлӑ муниципалитет» проекта пурнӑҫа кӗртесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.

Ҫавӑн пекех Александр Николаевич Пӗтӗм Раҫҫейри «Чи лайӑх муниципаллӑ практика» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче пирӗн округ 1-мӗш вырӑна тухнӑшӑн Диплом парса чысланӑ. Хӑйсен тивӗҫӗсене ҫӳллӗ шайра пурнӑҫласа пыракан старостӑсене — Никандр Ракчеева тата Анатолий Краснова «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85  ҫул» медальпе чысланӑ.

Канашлу вӑхӑтӗнче округра пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан чи ҫивӗч ыйтусене мӗнле майпа татса пама пулни тавра калаҫнӑ, малашнехи плансене палӑртнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *