Пятница, 20 сентября

Республка кунӗ Етӗрнере иртӗ

Республка кунӗ Етӗрнере иртӗ

2025 ҫулта Республика кунӗн тӗп мероприятийӗсем яланхи пекех Шупашкарта иртеҫҫӗ. Тепӗр лапамӗ вара Етӗрне округӗнче пуласси ҫинчен пӗлтернӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ кирлӗ Хушӑвӑн проектне хатӗрленӗ, ӑна халӗ сӳтсе яваҫҫӗ. Документ проекчӗ тӑрӑх Чӑваш Ен Правительствине 2025 ҫулта Республика кунне ирттермелли мероприятисен планне хатӗрлесе ҫитерсе ҫирӗплетме хушнӑ. Ҫавӑн пекех Етӗрне округне ҫынсем пурӑнакан обществӑлла вырӑнсен инфраструктурине аталантарма грантпа тивӗҫтермелли ҫинчен каланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *