Четверг, 19 сентября

Паттӑра асӑнса – турнир

Паттӑра асӑнса – турнир

Паттӑрсем вилмеҫҫӗ, вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр халӑх асӗнче юлаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле, ҫын пурнӑҫран уйрӑлса каять, анчах та ӑна кӗтме пӑрахаймастӑн, халь-халь алӑка уҫса кӗрессӗн туйӑнать. Е утса пыракан ҫын аякран ун пек туйӑнсассӑн, ӑна ҫавӑнтах хӑваласа ҫитсе ыталаса илес килет. Анчах шел, кунсем-ҫулсем иртсен те вилӗме пурнӑҫпа ылмаштарма ҫук.

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен паттӑрсене асра тытасси — пирӗн тивӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫӗсене хунӑ ентешсене асӑнса тӗрлӗрен спорт мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.

Сентябрӗн 6-мӗшӗнче Хырхӗрри культура ҫуртӗнче ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, СВОра паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ С.В.Новиков ячӗпе «Асамлӑ шашкӑсем» турнир иртнӗ. Ку мероприяти валли Н.Б.Андреев, С.В.Смирнова культура ӗҫченӗсемпе пӗрле ял библиотекин библиотекарӗ М.Н.Коновалова «Светлый образ твой в памяти нашей» презентаци туса хатӗрленӗ.

Сергей Новиков 2022 ҫулта хӑй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ. Вӑл Украинӑри Херсон облаҫӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Вӗсем канма чарӑннӑ тӗле нацистсен снарячӗ ӳкнӗ, пӗр ушкӑн салтак паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ, вӗсен хушшинче Сергей те пулнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн Сергей Викторовича РФ Президенчӗн указӗпе Хӑюлӑх орденӗпе наградӑланӑ.

Мероприятие уҫса Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Нямуков, округ депутачӗ С.Г.Катиков, Сергей Новиков службӑра тӑнӑ ҫӗрти командовани капитанӗ О.В. Шестобойтов, М.А.Ефремова ефрейтор тата Сергейӗн амӑшӗ Татьяна (Галина) Новикова сӑмах каланӑ, пурте пӗрле пӗр минут шӑп тӑнӑ.

Шашка вӑййинче ачасемпе пӗрле ҫитӗннисем те тупӑшнӑ. Турнирта шкул ачисем ҫӗнтернӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: чи кӗҫӗн вылякан Никита Кургузов пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Нямуков Хисеп грамотипе парнесем парса хавхалантарнӑ. Ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паттӑр ячӗпе малашне те тӗрлӗ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ, Сергей Витальевичӑн ҫутӑ сӑнне асран ямалла маррине, вӑл ӳсекен ӑрусемшӗн тӗслӗх пулмаллине асӑнса хӑварнӑ.

Ӗмӗрлӗхе сывӑ пул, йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, чӗрере эс юлатӑн ялан, ҫутӑ ҫӑлтӑр эс пулӑн тӳпере.

Надежда Ершова.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *