Четверг, 19 сентября

Вандаллӑх – паянхи ҫивӗч ыйту

Вандаллӑх – паянхи ҫивӗч ыйту

Округра ача-пӑча площадкисен шучӗ ҫулсерен ӳсет, анчах та вӗсемпе хӑш-пӗр чухне тирпейлӗн усӑ курмаҫҫӗ, ҫӗмӗрсе пӗтереҫҫӗ. Вандаллӑх ҫивӗч ыйту пулса тӑрать. Нумаях пулмасть Комсомольскинчи тӗп паркра ача-пӑча лапамӗ шар курнӑ: такамсем пусма карлӑкне тата саксене ҫӗмӗрнӗ. Ҫӳп-ҫап савӑчӗ алкоголь шӗвекӗсен кӗленчисемпе тулса ларни вара площадкӑпа ачасем ҫеҫ мар, ҫитӗннисем те усӑ курнине ҫирӗплетет. Вӗсем чылай чухне хӑйсем хыҫҫӑн йӗркесӗрлӗх хӑвараҫҫӗ.

Ҫывӑхра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, кунта ҫул ҫитменнисем «уявсем» тӑваҫҫӗ, пӗчӗк ачасем вара чылай чухне ашшӗ-амӑшӗсӗрех выляса ҫӳреҫҫӗ. Вандалсем хӑйсене штраф тӳлеттерессинчен те хӑрамаҫҫӗ. Кунта вылякан ачасен ашшӗ-амӑшӗсем площадкӑна тирпейлесе тӑма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та ку ӗҫе талӑкӗпех пурнӑҫлама май ҫук. Вандалсем хыҫҫӑн вара вылямалли хатӗрсене те юсас пулать.

Шел пулин те, ку ача-пӑча лапамӗсене сиен кӳнӗ пӗрремӗш тӗслӗх мар. Ҫӗмӗрнӗ чуччусене, тӑвайккисене, картасене йӗркене кӗртме вара чылай укҫа-тенкӗ кирлӗ.

Чи кирли — ача-пӑча лапамӗсем пӗчӗккисем валли хӑрушлӑх кӑларса ан тӑратчӑр. Мӗн юсама май пуррине йӗркене кӗртӗпӗр, ыттине тӗппипех салатма тивет. Таврана тирпей-илем кӗртесси ҫине яма пулакан укҫа-тенке вандалсем сиенленӗ хатӗрсене тӳрлетесси ҫине ямалла пулать.

Ача-пӑча тата спорт площадкисемпе типтерлӗн усӑ курасси пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ ҫивӗч ыйту пулса тӑрать. Ҫавӑнпа та пурне те пӗрлехи пурлӑха упрама, ӑна ҫӗмӗрекенсене асӑрхасан полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтатпӑр. Ачасем валли тунӑ площадкӑсемпе усӑ курнӑ чухне пурте яваплӑрах пуласса шанатпӑр. 

Юрий Митюков,

Комсомольски территори  уйрӑмӗн 

начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *