Четверг, 19 сентября

АПК ветеранӗсем ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ

АПК ветеранӗсем ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ

Сентябрӗн 7-мӗшӗнче агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен союзӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗн пухӑвӗ «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче иртрӗ. Ветерансем  унти ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ.

Пухӑва хутшӑнакансене ЯХПК председателӗ М.Р.Афанасьев, Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ С.В.Кондратьева тата художествӑлла пултарулӑх коллективӗ кӗтсе илчӗҫ. Мероприятие ҫавӑн пекех ЧР АПК ветеранӗсен союзӗн президиумӗн членӗ — Комсомольски округӗн кураторӗ В.Б. Шуверов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ф.Ф.Зейнетдинов тата ял хуҫалӑх пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан М.М.Зайнуллин хутшӑнчӗҫ.

Пухӑвӑн практика пайӗнче пуҫтарӑннисем Тукайри Акатуй иртекен вырӑнта, реконструкциленӗ чиркӳре, ҫӗнӗ культура ҫуртӗнче пулса курчӗҫ. Унта ялти шкул ачисем СВОна хутшӑнакансене халалласа концерт кӑтартса пачӗҫ.

Малалла ҫул 200 пуҫ выльӑхлӑх сӗт-ҫу ферминелле выртрӗ. Кооператив председателӗ М.Р.Афанасьев ку фермӑна 2018 ҫулта тунине палӑртрӗ. Ӑна валли 50 миллион тенкӗ  уйӑрнӑ пулнӑ. Фермӑра выльӑхсене кӑкарса тӑратмасӑр усраҫҫӗ, сӑвӑм валли ятарласа уйӑрнӑ пӳлӗм пур. Паянхи кун ферма хуҫалӑхӑн тупӑш илмелли тӗп ҫӑлкуҫӗ пулса тӑрать.

Хуҫалӑхӑн тӗп зоотехникӗ П.В.Зверев (вӑл округра ҫеҫ мар, республикӑра та чи лайӑх ӗҫлекен специалистсем йышӗн-че) хуҫалӑхра сӗт суса илессине мӗнле йӗркеленипе паллаштарчӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки кунсенче фермӑра сӗт суса илесси 6 тоннӑна яхӑн, ҫав шутра кашни ӗнене вӑтамран 30 килограмм лекет. Ку апатланӑва тата усрамалли условисене пӗлсе йӗркеленипе тӳрреммӗн ҫыхӑннӑ. Пухӑва хутшӑнакансем ӗнесене таса условисенче усранине, пысӑк пахалӑхлӑ апат хурса панине курса ӗненчӗҫ.

Малалла пухӑвӑн тепӗр пайне хуҫалӑхӑн правлени ҫуртӗнче ирттерчӗҫ. М.Р.Афанасьев кооперативӑн финанспа хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ. Ветерансем тата ытти пуҫтарӑннисем тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Вӗсем паянхи кун «Рассвет» ЯХПК округри тата республикӑри чи лайӑх хуҫалӑхсен шутне кӗнине палӑртрӗҫ. Кунта, паллах, ЯХПК председателӗн тӳпи пысӑк.

Палӑртса хӑвармалла: кооперативра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗтӗмпех пуҫтарса кӗртнӗ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 40 центнера яхӑнпа танлашнӑ. Халӗ силос валли куккурус ҫулаҫҫӗ, ҫӗрулми кӑларма хатӗрленеҫҫӗ, кӗрхи тырӑсене акса пӗтернӗ, ҫӗртме тӑваҫҫӗ.

Пуху ӗҫне пӗтӗмлетсе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хуҫалӑха малашне те ҫитӗнӳсем тума сунчӗ, ӗҫ кӑтартӑвӗсене тата та лайӑхлатма сӗнӳсем пачӗ.

Илдус Миннетуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *