Пятница, 25 октября

Ҫӗрӗҫченӗн хӗрӳ тапхӑр

Ҫӗрӗҫченӗн хӗрӳ тапхӑр

Ҫанталӑк лайӑх тӑнине кура хирсенче трактор-комбайн шавӗ илтӗнсех тӑрать. Округри хуҫалӑхсем пикенсех тыр-пул выраҫҫӗ, пахча ҫимӗҫсене пуҫтарса кӗртеҫҫӗ.

Ҫак кунсенче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин «Слава картофелю» агрофирма уйӗсене ҫитсе ҫӗрулми кӑларас ӗҫ мӗнле пынипе паллашнӑ. Агрофирма ҫӗрулми тата тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ туса илес енӗпе округра ҫеҫ мар, республикӑра та палӑрса тӑрать. Ҫӗнӗ йышши технологисемпе усӑ курни, кашни ӗҫе пӗлсе тата вӑхӑтра пурнӑҫлани хуҫалӑхра вӑй хуракансене ҫулленех пысӑк тухӑҫ илме май парать.

Пӗтӗмӗшле илсен округри хуҫалӑхсем 649 гектар ҫинче ҫӗрулми ҫитӗнтернӗ, сентябрӗн 5-мӗшӗ тӗлне «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 25 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ.

Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 10251 гектар ҫинчен ҫапса тӗшӗленӗ, ҫав шутра 4765 гектар ҫинчи тулла, 170 гектар ҫинчи ыраша тата 4011 гектар ҫинчи урпана пӳлмесене кӗртнӗ. Хальлӗхе вӑтам тухӑҫ кашни гектартан 27,6 центнерпа танлашать.  

Минзаит ЗАЙНУЛЛИН. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *