Четверг, 24 октября

Тӗлпулу интереслӗ пулчӗ

Тӗлпулу интереслӗ пулчӗ

Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче 2024—2025 вӗрену ҫулӗн пуҫламӑшӗ ытти ҫулхисенчен урӑхларах иртрӗ. Сентябрӗн иккӗмӗшӗнче, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине халалланӑ уяв кунӗ, шкула ветеран педагогсем Нина Яковлевнӑпа Петр Степанович Зайцевсем килсе ҫитрӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те нумай ҫул хушши ҫак шкулта вӗрентекен ӗҫӗнче вӑй хунӑ, иккӗшӗ те шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ.

Августӑн 29-мӗшӗнче Петр Степанович 80 ҫул тултарчӗ. Ҫак паллӑ куна ялти культура керменӗнче анлӑ уявлани те асрах-ха. Халӗ вара вӑл шкул хӑни.

Тӗлпулура ачасем тӗрлӗрен ыйтусем пачӗҫ. Хӑнасем шкул пурнӑҫӗнче, килте хӑйсемпе пулса иртнӗ интереслӗ историсем аса илсе каласа пачӗҫ. Сӑмах май, Нина Яковлевнӑпа Петр Степанович 57 ҫул пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене итлесе ларма питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Нина Яковлевна вырӑс чӗлхипе литератури предметне, Петр Степанович музыка предметне вӗрентнӗ. Ачасен чунне музыкӑна юратма, илемлӗхе туйма хӑнӑхассине ӑша хывтарнӑ. Вӑл ертсе пынӑ хор конкурссенче яланах малти вырӑнсене йышӑннӑ. Музыка инструменчӗпе калама вӗрентекен кружок ертсе пынӑ. Районти культура ҫуртӗнче ӗҫлекен талантлӑ Виктор Кокшин шӑп та лӑп унӑн вӗренекенӗ пулнӑ. Вӗрсе каламалли инструментсемпе вылякансен ушкӑнне йӗркеленӗ. Ушкӑнпа ялти культура керменӗнче, кӳршӗ ялсенче час-часах концертсем ирттернӗ. Халӑх яланах йышлӑ пуҫтарӑннӑ.

Пирӗн ветерансем яланах хаҫат-журналпа интересленеҫҫӗ, шкулӑн ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнаҫҫӗ. Паянхи кун та вӗсемшӗн шкул пурнӑҫӗ интереслӗ. Вӗсем тивӗҫлӗ канура пӗрре те ахаль лармаҫҫӗ. Хырай Ӗнел культура ҫуртӗнче СВО валли сеткӑсем ҫыхаҫҫӗ, районти культура ҫуртӗнче йӗркеленӗ «Кубняночка» ансамбле  ҫӳреҫҫӗ.

Эпир Нина Яковлевнӑпа Петр Степановича тарават пулса пирӗн пата тӗлпулӑва килсе уява илемлетнӗшӗн чӗререн тав тӑватпӑр. Юбилей ячӗпе саламлатпӑр. Канлӗ ватлӑх, ачасен, мӑнуксен ӑшшипе киленсе пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.

Л.Владимирова,

вӗрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *