Четверг, 24 октября

Савӑнҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ

Савӑнҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче Йӑлмахва пуҫламӑш шкулӗн асӑну паллине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ку ӗҫе хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ, ЧР халӑх академикӗ, Чӑваш обществӑпа культура центрӗн членӗ П. Зайцев пуҫарнипе ял ҫыннисем пӗрле пуҫтарӑнса пурнӑҫланӑ.

Мероприятие Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Раськин, округри депутатсен пухӑвӗн председателӗ С.Грачева, ГСВГ ветеранӗсен Чӑваш Енри союзӗн ертӳҫи М.Семенов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗ А.Кузьмин, ГСВГ ветеранӗсен союзӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Н.Смирнов, Пограничниксен тӑванлӑхӗн ертӳҫи Г.Филиппов, Моряксен тӑванлӑхӗн ертӳҫи Е.Орешкин, ытти чӗннӗ хӑнасем тата ял ҫыннисем хутшӑннӑ.

Асӑну паллине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫас чыса ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ, нумай ҫул Йӑлмахва шкулӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ П.Рыжов тата Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Кузьмин тивӗҫнӗ.

Ҫак кун Йӑлмахва ялӗнче пурӑнакансемшӗн тепӗр пулӑмпа та асра юлнӑ. Кунта Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен паркне уҫнӑ. Парка та ял ҫыннисем пӗрле пуҫтарӑнса тунӑ, территорие тасатса, тирпей-илем кӗртсе тӗрлӗ ҫар тӗсӗсен стелисене вырнаҫтарса лартнӑ. Мероприятире паттӑр ентешсене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ, палӑксем патне чечексем хунӑ. Округ Благочиннӑйӗ, Комсомольскинчи Вознесения Господня храм настоятелӗ Сергий иерей парка сӑвапланӑ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче чи хастар ял ҫыннисене Комсомольски муниципаллӑ округне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ медальсемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ. 

Руфина СМИРНОВА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *