Пятница, 25 октября

Пирӗн умра тӗллевсем нумай

Пирӗн умра тӗллевсем нумай

Шкулсенче тин ҫеҫ юлашки шӑнкӑрав янӑранӑ пекчӗ, халӗ акӑ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ те пуҫланчӗ. Ачасем ҫу каҫипе лайӑх канса ҫӗнӗ вӑйсемпе шкул сукмакне такӑрлатма пуҫларӗҫ, вӗрентекенсем ҫанӑ тавӑрса ӗҫе пикенчӗҫ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче округри вӗренӳ тытӑмӗнчи лару-тӑрупа тӗплӗнрех паллаштарас килет.   

Ачана пӗлӳ парасси ача садӗнченех пуҫланать. Паянхи кун округра 725 ача шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӳрет. Ача сачӗсене ҫӳрес текенсен черечӗ ҫук, пурне валли те вырӑн пур. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 4 ача садӗнче инновацилле проект — «Агролаборатори» старт илнӗ. Вӑл ачасене мӗн пӗчӗкрен ӗҫе юратма, пуҫаруллӑ пулма вӗрентет, тӗрлӗ пӗлӗве практикӑра туса пӑхма май парать.

Халӗ шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗсенче тӗрлӗ интерактивлӑ хатӗр-хӗтӗрсем те пур, ҫав шутра: планшетсем, глобуссем, хӑйӑрпа ӳкермелли сӗтелсем, дидактика сӗтелӗсем, мульти-студисем. Чи пӗлтерӗшли — вӗсемпе куллен усӑ курни.

Шкулсем ҫинчен калас пулсан, вӗсен ӗҫне хаклама май паракан тӗп кӑтартусенчен пӗри — ачасен пӗлӗвӗ. Экзаменсене, пӗтӗмӗшле илсен, пирӗн ачасем лайӑх тытнӑ. Урмаел вӑтам шкулӗнчи кӑтартусем республикӑри вӑтам шайран та пысӑкрах, Асанкасси, Комсомольски 2-мӗш, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗсенчи кӑтартусем муниципалитетри вӑтам шайран лайӑхрах. ППЭсенче 33 вӗренекен 80 ытла балл пуҫтарма пултарнӑ, вӗсем хушшинче темиҫе предметпа пысӑк балл илнисем те пур. 39 выпускник шкула медальпе пӗтернӗ, вӗсенчен 20-шӗ — 1-мӗш степеньлӗ, 19-шӗ 2-мӗш степеньлӗ медале тивӗҫнӗ. Пӗлтӗрхи кӑтартусем тӑрӑх округри 21 вӗренекен ЧР Пуҫлӑхӗн стипендиачӗ пулса тӑнӑ, 18 вӗренекен муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн стипендине илсе тӑраҫҫӗ.

«Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн округри шкулсенче 12 «/сӗм вырӑнӗ» ӗҫлет. Вӗсене уроксем ирттерме ҫӗнӗ йышши оборудованипе туллин тивӗҫтернӗ. Ҫак наци проекчӗн «Цифрӑллӑ вӗренӳ хутлӑхӗ» федераллӑ проекчӗпе Комсомольски 1-мӗш тата Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗсене ноутбуксемпе, ж/к панельсемпе, нумай функциллӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. Проект ҫавӑн пекех Раҫҫейре хатӗрленӗ «Сферум» информаципе коммуникаци платформи ҫине куҫма пулӑшрӗ. Вӑл вӗренӗве тата та меллӗ, тӗрлӗ енлӗ тума май парать.

Шкулсенче патриотла воспитани тата спорт ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. «Паттӑрлӑх урокӗсем», стройпа юрӑ смотрӗсем, «Ветеран юнашар пурӑнать», «Вилӗмсӗр полк», «Асӑну ҫурти» тата ытти акцисем иртеҫҫӗ. Ачасем хаваспах «Зарница» тата «Орленок» вӑйӑсене хутшӑнаҫҫӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди республика шайӗнче те 2-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсенче кадетсен юхӑмӗ те аталансах пырать. Вӗсем республикӑра иртекен тӗрлӗ конкурссенче час-часах мала тухаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех ачасемпе вӗрентекенсем волонтер ӗҫӗнче хастар пулнине те палӑртас килет. Вӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем тата шар курнисем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ, маскировка тетелӗсем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, салтаксем патне ҫырусем ҫыраҫҫӗ.  

Пӗлӳ парас ӗҫе мӗнле йӗркелени ҫинчен калаҫнӑ май, паллах, вӗрентекенсем ҫине те тимлӗх уйӑрмалла. Округра пурӗ 396 педагог ӗҫлет. 7 вӗренӳ учрежденийӗнче 12 ваканси пур, ҫав шутра математика, пуҫламӑш классен, биологи тата хими, историпе обществознани, акӑлчан чӗлхи учителӗсене кӗтеҫҫӗ. Кадрсем енӗпе йывӑрлӑхсене татса парас тесе эпир лайӑх пӗлӳллӗ выпускниксене педагогика енӗпе пӗлӳ илме яма сӗнетпӗр. Хальлӗхе ку ӗҫ кирлӗ пек пурнӑҫланмасть. Кӑҫал, акӑ, 2 выпускник ҫеҫ тӗллевлӗ килӗшӳ ҫырса И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ. Диплом илсен вӗсем Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне ӗҫлеме килме тивӗҫ.

Комсомольскинче пурӑнакансене уйрӑмах пӑшӑрхантаракан ыйту ҫинче те чарӑнса тӑмаллах. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн ҫурчӗ юрӑхсӑра тухнӑран пӗлтӗр те, кӑҫал та унта вӗренекенсем Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илеҫҫӗ. Халӗ 640 вырӑнлӑх ҫӗнӗ шкул тума хатӗрленӗ проект патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ, ҫывӑх вӑхӑтра подрядчик тупӑнасса шанатпӑр.

Пӗтӗмлетсе ҫакна каламалла: вӗренӳ тытӑмӗ паянхи кун ыйтӑвӗсене тӗпе хурса кунран-кун аталанса пырать. Пирӗн умра тӗллевсем нумай, пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесен эпир вӗсене пурнӑҫлаятпӑр. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче тата та тӑрӑшарах ӗҫлер, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тӑвар.

Наталия Комиссарова,

округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *