Пятница, 25 октября

Олег Николаев: «Ҫынсен пӗр ыйтӑвне те тимлӗхсӗр хӑварма юрамасть»

Олег Николаев: «Ҫынсен пӗр ыйтӑвне те тимлӗхсӗр хӑварма юрамасть»

Августӑн 29-мӗшӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «тӳрӗ линире» халӑха кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хуравланӑ. Эфирта янӑранӑ ыйтусем ытларах вӗрентӳпе, йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ объектсене вӗҫлессипе, халӑха хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтерессипе, ҫулсене юсассипе, нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу памалли мерӑсемпе ҫыхӑннӑ.

Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал 59 шкула хӑтлӑх кӗртмелле пулнӑ. Шел те, темиҫе муниципалитетри 10-а яхӑн шкулта ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелемен. Ахӑртнех, вӗсене кӑҫал туса пӗтерес те ҫук. Ҫавӑнпа служба тӗрӗслевӗсем пулӗҫ. Ҫак ӗҫе йӗркелеймен пуҫлӑхсемпе должноҫри ҫынсен явап тытма тивӗ.

Калаҫу вӑхӑтӗнче Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ывӑлӗ-хӗрӗ хушма пӗлӳ паракан тата культурӑпа спорт учрежденийӗсене тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем вӗренӳ заведенийӗсенче кунне икӗ хутчен тӳлевсӗр апатланаҫҫӗ, 2000 тенкӗ стипенди илеҫҫӗ. Экспертсем хакланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен СВОна хутшӑнакансен ҫемйисене тӗрев парас енӗпе малта пыракан регионсен йышӗнче.

Регион ертӳҫи хыт каяш турттарса тухассипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене  те уҫӑмлатнӑ. Шупашкарти Ленин районӗнчен, Шупашкар округӗнчен хыт каяш турттарса тӑмалли килӗшӳ вӑйран тухсан ӑна ҫӗнӗ организаципе — Канаш муниципалитечӗн предприятийӗпе — ҫирӗплетнӗ. Анчах унӑн каяша вӑxӑтра леҫме транспорт ҫителӗклӗ пулман, тивӗҫне пурнӑҫлайман. Паллах, ҫынсем кӑмӑлсӑр. Канаш предприятийӗпе килӗшӗве татма тивнӗ. Анчах та иртнӗ кунсенче пухӑннӑ пӗтӗм каяша полигона турттарса тухассине унӑн ҫав-ҫавах пурнӑҫлама тивӗ.

Экологи ҫулталӑкӗнче Чӑваш Енре ирттерме палӑртнӑ мероприятисен планне 70-е яхӑн пункт кӗртнӗ. Пурӗ 600-е яхӑн мероприяти туса ирттернӗ. Ҫакӑ пӗлтӗрхи ҫулпа танлаштарсан чылай нумайрах. Вӗсен йышӗнче акцисем, конкурссем, фестивальсем, проектсем, конференцисем, экскурсисем, субботниксем, олимпиадӑсем, экоуроксем тата ытти те. Экологи ыйтӑвне сӳтсе явас тӗлӗшпе шкулта 9—11-мӗш классенче вӗренекенсемпе, студентсемпе те мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем пуҫаруллӑ проектсен конкурсне хутшӑнма пултарнине Олег Николаев «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче тепӗр хут аса илтернӗ. Кӳршӗри Ульяновск облаҫӗнче ача-пӑча лапамӗсене ТОСсем ҫӗнетеҫҫӗ. Вӗсемех грантсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Ача-пӑча лапамӗсене хӑтлӑлатас ӗҫре ҫак ҫулпа кайса кашниех хастарлӑх кӑтартма пултарать.

Республика Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех сывлӑх сыхлавӗпе, экономикӑпа, спортпа, килсӗр йытӑсемпе, транспортпа тивӗҫтерессипе тата ытти енсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине тӗплӗн хуравланӑ. «Ҫынсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав пани пӗлтерӗшлӗ, вӗсен пӗр ыйтӑвне те тимлӗхсӗр хӑварма юрамасть. Пурин те хамӑра шанса панӑ ӗҫсене яваплӑха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламалла», — тенӗ уҫӑ калаҫӑва пӗтӗмлетсе Олег Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *