Пятница, 25 октября

Мухтавлӑ ентеш яланах халӑх асӗнче

Мухтавлӑ ентеш яланах халӑх асӗнче

Сентябрӗн 5-мӗшӗнче пирӗн чаплӑ ентеш, чӑваш кӑйкӑрӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна халалласа вӑл ҫуралса ӳснӗ Шуршӑл ялӗнче тата Шупашкарта уяв йӗркеленӗ.

Уява Андриян Николаевӑн хӗрӗ Алена хӑйӗн ҫемйипе, ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов, Раҫҫей Геройӗ Сергей Авдеев, летчик-космонавтсем тата ытти хисеплӗ хӑнасем килсе ҫитнӗ. Вӗсем Андриян Григорьевича аса илсе ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, ӑна асӑнса лартнӑ палӑк патне чечексем хунӑ.

Ҫавӑн пекех чӑваш наци музейӗнче «Ку КОСМОС!» курав уҫӑлнӑ. Вӑл космоспа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ экспозицисемпе пуян. Куравра Мускаври  мемориал музейӗн экспоначӗсем, Чӑваш наци музейӗпе СССР летчик-космонавчӗн А.Г.Николаевӑн Шуршӑлти мемориал комплексӗнчи япаласем тӗп вырӑн йышӑннӑ.  Виҫӗ музейӑн пӗрлехи проектне «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртнӗ. Музейри япаласем ҫут тӗнче анлӑшне мӗнле тыткӑнланине, парӑнтарнине, ӳнерҫӗсемпе культура ӗҫченӗсене космос теми мӗн тума хавхалантарнине ҫутатса параҫҫӗ.

Куравпа республика Пуҫлӑхӗ те паллашнӑ. «Кунта курма пыракансемшӗн ҫав тери кӑсӑклӑ. Пысӑк калӑпӑшлӑ пулмасан та вӑл пурпӗрех пурин чӗрине те тыткӑнлать, тӗнче уҫлӑхне, вӗҫевҫӗсен тӗнчине, вӗсен атмосферине путма пулӑшать», — тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *