Четверг, 24 октября

Культура ҫурчӗсем ҫӗнелеҫҫӗ

Культура ҫурчӗсем ҫӗнелеҫҫӗ

Нумаях пулмасть ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пирӗн округа килсе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Николай Раськинпа пӗрле Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел тата Элпуҫ ялӗсенчи культура ҫурчӗсене юсас ӗҫсем мӗнле пынипе паллашнӑ.

Министр культура учрежденийӗсене ҫӗнетни халӑхшӑн питӗ кирлӗ пулнине палӑртса строительсем ӗҫсене мӗнле пахалӑхлӑ тата срока пӑхӑнса пурнӑҫланине хакланӑ. Культура ҫурчӗсем ял аталанӑвӗ, йӑла-йӗркесене упраса хӑварасси ҫине пысӑк витӗм кӳреҫҫӗ. Ҫавна май вӗсене юсасси ҫине юлашки ҫулсенче пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Юсав тӗллевлӗ укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ те пӗчӗк мар. Сӑмахран, 2024 ҫулта Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртне юсама  федераци бюджетӗнчен 30 миллион тенкӗ тата республика бюджетӗнчен 11 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе унта кивӗ стенасене ишсе ҫӗннисем хӑпартнӑ, фасада тулаш енчен ӑшӑлатнӑ, электромонтаж ӗҫӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ. Элпуҫӗнчи культура ҫуртне юсама «Культура аталанӑвӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн 15 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ ӗҫсен 40 процентне пурнӑҫланӑ. Пӗтӗмпе юсав ӗҫӗсене октябрь уйӑхӗ тӗлне вӗҫлеме планлаҫҫӗ. 

Ял ҫыннисемшӗн культура ҫуртне ҫӗнетни — тахҫанах кӗтнӗ пулӑм. «Культура ҫурчӗ кивелнипе тата пӳлӗмсем ҫитменнипе пирӗн ялти культура мероприятийӗсене чылай вӑхӑт ӗнтӗ урамра е урӑх ҫӗрте ирттеретчӗҫ. Ҫавӑнпа та халӗ ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хӑйӗн алӑкӗсене уҫасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Тинех пирӗн те пултарулӑха аталантармалли тата интереслӗ тӗлпулусем йӗркелемелли вырӑн пулӗ», — уҫать шухӑшне Элпуҫӗнче пурӑнакан Татьяна Алексеева.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *