Вторник, 22 октября

Юбилейпе саламланӑ

Юбилейпе саламланӑ

Нумай ҫул пурӑнакансене юбилей ячӗпе пуҫтарӑнса саламласси — ырӑ йӑла. Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Евгения Долгова ҫак кунсенче 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ.

Ӑна ҫак чаплӑ уявпа Комсомольски муниципаллӑ округӑн депутатсен пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина тата Нӗркеҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи художествӑлла пултарулӑх коллективӗ саламланӑ. Евгения Тимофеевнӑна чечексем, парнесем тата Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ячӗпе саламлӑ открытка парса савӑнтарнӑ, ҫирӗп сывлӑх, канлӗ ватлӑх суннӑ.

Евгения Тимофеевна нумай ҫул КБОра ҫӗвӗҫре ӗҫленӗ. Вӑл хӑй ача ҫуратман, ҫапах мӑшӑрӗн тӑватӑ ачишӗн чӑн-чӑн анне пулса тӑнӑ. Паянхи кун унӑн тӑхӑр мӑнукпа сакӑр мӑнмӑнук. Вӗсем ӑна пурте юратаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *