Вторник, 22 октября

Спорт уявӗ хавхалантарнӑ

Спорт уявӗ хавхалантарнӑ

Нумаях пулмасть аслӑ ӑрӑвӑн «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрне ҫӳрекенсем «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне пуҫтарӑнса РФ Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ спорт уявне хутшӑннӑ.

Хастарсем тренажерсем ҫинче тӗрлӗ хусканусем туса хӑйсен вӑй-халне аталантарнӑ, баскетбол ункине ҫӑмха ывӑтас, футбол мечӗкне хапхана тапса кӗртес енӗпе ӑмӑртнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑхӑта усӑллӑ та интереслӗ ирттернӗ. Мероприятие хутшӑнакансене ҫанталӑкӗ те савӑнтарнӑ, ӑмӑр кунсем хыҫҫӑн ӑшӑ хӗвел тухни лайӑх кӑмӑл парнеленӗ.

«Патшалӑх ялавӗ — ҫӗршывӑн пӗрлӗхӗн, унӑн историйӗпе паянхи кунӗн символӗ. Чи кирли вара — вӑл халӑхӑн пӗрлӗхне кӑтартать. Аслӑ ӑрӑва пӗрлештерекен, хавхалантаракан ҫакӑн пек мероприятисем ирттерме пултарнӑшӑн эпир питӗ хавас», — палӑртнӑ «Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекенсем. 

Валерий ДЕНИСОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *