Вторник, 22 октября

Налук вычечӗ илме пулать

Налук вычечӗ илме пулать

«Демографи» наци проекчӗн «Спорт — пурнӑҫ норми» федераллӑ проекчӗпе килӗшӳллӗн 2022 ҫултан пуҫласа Раҫҫейре пурӑнакансем физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен пулӑшусемшӗн социаллӑ налук вычечӗ илме пултараҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхпа ятарлӑ списока кӗртнӗ спорт организацийӗсене ҫӳрекенсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ.

 «Ытларах та ытларах ҫын активлӑ пурнӑҫ йӗркипе туслаштӑр тесе патшалӑх тӗрлӗ мерӑсем йышӑнать. Фитнес-центрсене тата ытти физкультурӑпа спорт организацийӗсене ҫӳрекенсен социаллӑ вычетпа усӑ курма май пур. Ҫӗршывра ҫак организацисем мӗнле пахалӑхлӑ пулӑшусем кӳни ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 2023 ҫулхи сентябрьтен пуҫласа физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли пулӑшусем памалли правилӑсем вӑйра. Вӗсем тӑрӑх ҫак организацисен ӗҫченӗсен профильлӗ професси пӗлӗвӗ пулмалла. Организацисемпе уйрӑм предпринимательсен япӑх ӗҫлекенсен реестрӗнче пулмалла мар. Чи кирли — ҫынсен хӑрушлӑхсӑр тата меллӗ условисенче спорта хутшӑнма май пулни», — палӑртнӑ РФ спорт министрӗ Михаил Дегтярев.

Спорт занятийӗсемшӗн налук вычетне ҫитӗннисем хӑйсемшӗн ҫеҫ мар, ачисемшӗн те илме пултараҫҫӗ. Ҫак укҫана илме чи кирлӗ условисенчен пӗри — ҫын официаллӑ мелпе ӗҫлени.

2022 ҫултанпа Раҫҫейре пурӑнакансем налук вычечӗ илме 178 пин ытла заявлени ҫырнӑ. Спорт пулӑшӑвӗсемшӗн тӳленӗ хыҫҫӑн виҫӗ ҫул иртиччен налукӑн пӗр пайне каялла тавӑрма пулать. Кӑҫалтан ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курассинче ҫӑмӑллатнӑ йӗрке ӗҫлет. Ҫапла кӑҫал физкультурӑпа спорт занятийӗсемшӗн тӳленӗ укҫаран налук вычечӗ илме 2025 ҫулта федераллӑ налук службин сайтӗнчи харпӑр хӑй кабинетӗнче заявлени ҫырни ҫителӗклӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *