Вторник, 22 октября

Кашни салтаках тимлӗх уйӑраҫҫӗ

Кашни салтаках тимлӗх уйӑраҫҫӗ

Чӑваш Енре «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фондӑн филиалӗ ӗҫлени ҫинчен, тен, пурте пӗлмеҫҫӗ те. Вӑл 2023 ҫулхи майӑн 31-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ҫак вӑхӑтранпа унта 4,5 пин ытла ҫын тӗрлӗ ыйтупа пынӑ. Ку филиал ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫывӑх тӑванӗсене тӗрлӗ сферӑри специалистсенчен комплекслӑ пулӑшу илме май парать. Ҫивӗч ыйтусене татса пама вӑл ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе тата обществӑлла организацисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.

Фонда РФ Президенчӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн фронтран таврӑнакан салтаксене мирлӗ пурнӑҫа хутшӑнма пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ, анчах ыйтусен 75 процентне отпуска таврӑнакан салтаксем тата вӗсен ҫемйисем параҫҫӗ. Фонд ӗҫченӗсем пурне те пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Палӑртмалла: ку укҫа-тенкӗ парса пулӑшакан фонд мар, тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳрекен организаци.

Республикӑн кашни округӗнче фондӑн социаллӑ координаторӗсем пур. Вӗсем кашни салтакӑн ҫемйине тимлӗх уйӑраҫҫӗ, ятарлӑ реабилитаци программи хатӗрлеҫҫӗ. Паянхи кун ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑнакансене вӗсем мӗнле пулӑшу мерисемпе усӑ курма, вӑл е ку ыйтупа ӑҫта кайма пултарни ҫинчен вӑхӑтра пӗлтермелле. «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фондӑн ӗҫченӗсем тӗрлӗ организацисен ӗҫне координацилесе кирлӗ ҫӗртен пулӑшу илме пулӑшаҫҫӗ.

Фондӑн республикӑри филиалӗн ертӳҫи Елена Зайцева пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах чухне пулӑшу илес текенсене ҫак ыйтусем пӑшӑрхантараҫҫӗ: вӑл е ку пулӑшу мерипе усӑ курасси, ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма право паракан удостоверенисене илесси (сӑмахран, ветеран удостоверенийӗ), укҫан пулӑшу илесси, юридици пулӑшӑвӗ, медицина пулӑшӑвӗ, медицина реабилитацийӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑнсан ӗҫе вырнаҫасси.

«Фондра юридици пулӑшӑвӗ те илме пулать. Кашни кӗҫнерникун эпир юриста йыхравласа тӳлевсӗр пулӑшу пама пултаратпӑр. Кварталта пӗрре юридици пулӑшӑвӗ енӗпе уҫӑ алӑксен кунӗ йӗркелетпӗр. Кирлӗ пулсан тӗрлӗ влаҫ органӗсен представителӗсене йыхравлатпӑр. Кварталта пӗрре прокурор та тӗлпулӑва килет. Ыйтусене хӑвӑрт та пахалӑхлӑ татса пама тӑрӑшатпӑр», — палӑртать   вӑл.

Фронтран таврӑнакансене Шупашкарти вӑрҫӑ ветеранӗ- сен госпиталӗнче медицина пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ. Ку ӗҫе йӗркелеме те фондӑн координаторӗсем пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫалхи май уйӑхӗнчен пуҫласа унта фронтран таврӑнакансен чирӗсене вӑхӑтра тупса парас тӗллевпе салтаксен диспансеризацине те ирттереҫҫӗ. Медицина психологӗсем те пулӑшу кӳреҫҫӗ.

Юлашки вӑхӑтра фонд обществӑлла пӗлтерӗшлӗ мероприятисем те нумай йӗркелет, ҫав шутра% экскурсисем, театрсене тухса ҫӳренисем. Салтаксемпе ҫеҫ мар, вӗсен ҫемйисемпе те ӗҫлеҫҫӗ. Сӑмахран, ачасене Кремль елкине яраҫҫӗ. Ҫулҫӳревсем, виртуаллӑ экскурсисем, конкурссем салтаксене каялла мирлӗ пурнӑҫа таврӑнма, обществӑра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ.

Елена Зайцева,

«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фондӑн республикӑри филиалӗн ертӳҫи:

«Кашни салтака пулӑшни, тимлӗх уйӑрни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ветерансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу кӳрес ӗҫе тӗрлӗ организацисемпе уйрӑм ҫынсем хутшӑннӑшӑн эпир питӗ хавас. Фронтран килекен Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене мирлӗ пурнӑҫа таврӑнма пулӑшма пурне те ыйтса калатӑп».

Светлана Грачева,

округри депутатсен пухӑвӗн председателӗ:

«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фонд пулӑшнипе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйисем пур енлӗн пулӑшу илме пултараҫҫӗ. Ку питӗ лайӑх, мӗншӗн тесен вӗсем чылай чухне вӑл е ку ыйтупа ӑҫта каймаллине, тен, пӗлмеҫҫӗ те. Фондӑн социаллӑ координаторӗсем йӑлтах ӑнлантарса параҫҫӗ, тӗрлӗ патшалӑх органӗсемпе ҫыхӑнса кӗске хушӑрах ыйтӑва татса пама пулӑшаҫҫӗ».

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *